Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2021 çулта «КАМАЗ» юлашки вунă çул хушшинче тунă çитӗнӳсенчен иртсе кайнă

Çакăн çинчен хула мэрӗ Наиль Магдеев пӗлтернӗ

2021 çулта «КАМАЗ» ПАОра 220 миллиард тенкӗлӗх продукци туса сутнă, промышленность производствин индексӗ 123,4% çитнӗ, 43 980 единица йывăр тиевлӗ машина туса кăларнă.

«Экономика аталанăвне автомобильсем тăвакан предприяти «КАМАЗ» ПАО пвсăк пай кӗртет. Иртнӗ çул унăн предприятийӗсемшӗн уйрăмах ăнăçлă пулчӗ. КАМАЗ çулталăка 23 процентлă ӳсӗмпе вӗçлерӗ. Юлашки вунă çулта ку чи пысăк кăтарту», – тесе палăртнă Çырчалли мэрӗ.

Пандемине тата унпа çыхăннă йывăрлăхсене пăхмасăрах, промышленноç продукцийӗ 22 процента ӳссе 579,3 млрд тенке çитнӗ. Çак кăтарту пысăк пулни çине обработка промышленноçӗ еплерех ӗçлени те витӗм кӳнӗ.

Шел пулин те паян Daimler Truck «КАМАЗпа» çыхăнусене татни çинчен пӗлтӗмӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев