Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2021 çулта «Каравона» 30 пин ытла çын килсе курнă

Майăн 28-мӗшӗнче Лайăш районӗнчи Никольское ялӗнче вырăс халăхӗн «Каравон» уявӗ иртет, ăна Çуллахи Микула уявне халалланă. Кăçалхи «Каравон» юбилейлă. Унта Тутарстан Республикипе Раççей Федерацийӗн регионӗсенчен 170 ытла фольклор ушкăнӗ хутшăнмалла.

Вырăссен уявӗне пӗрремӗш хут йывăçран эреш касса кăларакансен «Резное совершенство» фестиваль-конкурсӗ иртет. Конкурсра финала тухнă маçтăрсем йывăçран скульптурăсем тăвассинче, кашăк касса кăларассинче, хулă çитлессинче ăмăртӗç.

Уяв хăнисене «Уен Фест» проект шайӗнчи халăх вăййисене кăтартӗç. Вырăс çар кăралӗн «Русский щит» пӗрлешӳ маçтăрӗсем çар искусствин ăсталăхӗпе паллаштарӗç. Йăла тăрăх мастер-классем, ансамбльсен юрри ташши те пулать «Каравонра».

Концерт программин ятарлă хăни – М.Е.Пятницкий ячӗллӗ вырăс халăх академи хорӗ пулать. Унпа пӗрле куракансене Курганри «Цветень» фольклор ансамблӗ, «Поверье» фольклор ансамблӗ, «Репа» фолк-проект хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарӗç.

Фольклор фестивалӗн программи анлă, ирхине 10 сехетрен пуçласа 18 сехет таранччен 20 площадка ӗçлӗ. Вӗсен хушшинче «Яш-кӗрӗм вăййисем», «Ярмарка речӗсем», «Концерт лапамӗ», «Тимӗрçӗ лаççи», «Вăйă карти», «Вырăс костюмӗн куравӗ» тата ыттисем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев