Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2021 ҫулта чӑвашла киносем курӑпӑр

Вӑл вӑхӑталла коронавирус пандемии  чакма пуҫласса шанас килет

 

Ҫитес ҫул февралӗн 20-мӗшӗнче Тутарстанра Чӑваш киновӗн кунӗсем пуҫланаҫҫӗ. Вӗсене Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ. Кино  кунӗсене Хусанти "Мир" кинотеатрта чаплӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ чухне Иоаким Максимов-Кошкинский ӳкернӗ чӑвашсен чи пӗрремӗш кинолентине кӑтартӗҫ. Ӑна тӳлевсӗрех кӗрсе курма май пулӗ.
Тепӗр кунне чӑвашла фильмсене Хусансӑр пуҫне пӗрремӗш чӑваш режиссерӗн тӑван районӗнче Теччӗре тата Аксу, Элмет, Нурлат, Анат Кама, Ҫарӑмсан, Пӑва, Ҫӗпрел районӗсенчи культура ҫурчӗсемпе кинотеатрсенче кӑтартӗҫ.
Хӑш-пӗр районсенче чӑваш кинематографисчӗсемпе тӗлпулусем те йӗркелеме хатӗрленеҫҫӗ.
Вӑл вӑхӑталла коронавирус пандемии  чакма пуҫласса шанас килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев