Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2022 çулта пенсисене индексацилеме 550 млрд тенкĕ уйăрĕç

2022 çулта Раççей Президенчĕн хушăвĕпе пенсисене 8,6 процента индексацилеме тата 172,7 млрд тенкĕ кирлĕ пулассине Финанс министерствинче пĕлтернĕ.  Кăçал пенсин страхлав пайне индексаци ирттерме пĕтĕмпе 549,7 млрд тенкĕ тăкакланĕ.


- Малтанах 2022 çулта пенсин страхлав пайне 5,9% шайĕнче индексаци ирттерме палăртнă. Ун валли РФ Пенси фончĕ 377 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Анчах та президент пенсисене инфляцинчен пысăкрах 8,6% шая çитерме хушнипе çак ĕç валли тата 172,7 млрд тенкĕ кирлĕ пулĕ. 2022 çулта пенсин стархлав пайне индексаци ирттерме пĕтĕмĕшле тăкак 549,7 млрд тенкĕпе танлашĕ, - тесе пĕлтерет ведомство.

Çак майпа индексаци иртнĕ хыççăн ĕçлемен тивĕçлĕ канури çынсен пенси калăпăшĕ 18 984 тенкĕпе танлашĕ.  Асăннă çĕнĕлĕх 30,8 млн çынна пырса тивĕ. Индексаци ирттерме палăртнă хисеп çумне тата 170 млрд тенкĕ укçа хушма тивĕ.

Росстат пĕлтернĕ тăрăх, инфляци 2021 çулта Раççейре 8,4 процентпа танлашнă. Апла пулсан пенсисене иртнĕ çулхи инфляцинчен пысăкрах туса индексаци ирттерĕç.

Инга Алексеева, "Урал сасси" хаҫат

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев