Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

2022 çулта Тутарстанри 769 нумай хваттерлӗ çурта тӗпрен юсӗç

Çак тӗллевсем валли 6,5 миллиарда яхăн тенкӗ уйăрма палăртни çинчен Тутарстан Республикин строительство министрӗ Марат Айзатуллин пӗлтернӗ

Министр сăмахӗсемпе 85 çурта юсасси пирки проектпа смета ӗçӗсене хатӗрлесе лифтсем улăштарма электронлă аукцион ирттерме извещенисем вырнаçтарнă. Тата 89 çурт пирки информаци хальлӗхе çук-ха.

«Ытларах чухне çурт-йӗр хуçисен пухăвӗсен протоколӗсем çукки – ӗçе чарса тăракан фактор. Паянхи кун çак процеса оптимизациленӗ, пухусем электронлă формăпа иртеççӗ, сасăлав ГИС ЖКХ системăра иртет», – тесе ăнлантарнă ТР Минстройӗн пуçлăхӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев