Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2022 çулхи ноябрьте Тутарстанра Атăлçи округӗнчи пур регионран та ытларах туйсем пулнă

Пӗлтӗрхи ноябрь уйăхӗнче республикăра 2496 мăшăр пӗрлешнӗ, пӗлтӗрхинчен çак кăтарту 1,9 хут ытларах. 2021 çулта Тутарстанра 1315 мăшăр регистрациленнӗ пулнă.

Рейтингри иккӗмӗш вырăна Самар облаçӗ йышăнать, унта 2251 çемьене регистрациленӗ. Виççӗмӗш вырăнта Чулхула облаçӗ (2330), тăваттăмӗшӗнче – Пушкăртстан (2222). Атăлçи федераллă округăн регионӗсем хушшинче пуринчен те сахалрах çемьесем Марий Элра туй тунă – пурӗ те 323 мăшăр кăна. 
Çак цифрăсем пӗр енчен пăхма кăна илемлӗ. Медалӗн тӳнтер енӗ пирки те каламалла. Ноябрьти мăшăрланусен шучӗ демографие пула мар, йăлтах ятарлă çар операцине пула ӳснӗ. Граждан мăшăрланăвӗпе (гражданский брак) пурăнакан çемьесенчи упăшкисене резервран çар ретне тăратнă хыççăн, арăмӗпе ачисене патшалăх тивӗçтерӗвӗ пултăр тесе çынсен çак утăма ЗАГС еннелле тума тивнӗ. Çапларах пурнăçăн чăнлăхӗ.

«Асамат» пултарулăх студийӗн сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев