Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2022 – КĂВАК ТИГР ÇУЛӖ

Астрологсене шанас пулсан 2022 çул лăпкă пулмӗ: харпăр пурнăçра кăна мар, пӗтӗм тӗнчере улшăнусем пулӗç.

2022 – Шывлă Кăвак Тигр çулӗ. Тигр хăйне евӗрлӗ чӗрчун, мăнкăмăллă, кутăн. Телее, шыв палли унăн кăралăхне çемçетет. Çулталăк хуçи пур çӗрте те тирпей, йӗрке пулнине кăмăллать. Астрологсене шанас пулсан 2022 çул лăпкă пулмӗ: харпăр пурнăçра кăна мар, пӗтӗм тӗнчере улшăнусем пулӗç. Çӗнӗ çул ăнăçлă пултăр тесен ăна кирлӗ пек кӗтсе илмелле. Мӗн тумалла-ха çӗнӗ çулталăк хуçине юрас тесен?
Паллах, чи малтан Тигр кӗлетки (çемçе тетте, керамикăран туни е тата ытти) çуртра пулмаллах. Тигр çулне кӗтсе илме çак чӗрчуна аса илтерекен йăрăм-йăрăм тум мар, кăвак е сенкер, шурă, кӗмӗл тӗслӗ тум тăхăнмалла. Пӳрт-çурта та кăвак-кӗмӗл тӗссемпе илемлетмелле. Тигр пысăк та шавлă ушкăнсене килӗштермест, çавăнпа Çӗнӗ çула пӗчӗк кампанипе кӗтсе илни аванрах. Сӗтел çинчи апат тутлă пултăр: паллах, ашран хатӗрленӗ çимесем çителӗклӗ пулччăр. Пахча çимӗçпе улма-çырлана тигр пек йăрăмсемпе илемлетсе лартмалла. Ытти – мӗн кăмăла каять, çавă пултăр сӗтел çинче. Тигр тутлă апата тиркемест.

ЙӖКЕХӲРЕ (1924, 1936, 1948, 1960, 1972, 1984, 1996, 2008, 2020)
Йӗкехӳре лидер пулмах çуралнă. Нумай чух вăл хăйне çирӗп шаннине мăнкăмăллăх тесе йышăнаççӗ çынсем, анчах та ку пӗрре те апла мар. Тигр çулӗнче Йӗкехӳрене нумай улшăнупа çӗнӗлӗх кӗтет. Астрологсем тӗп ӗç вырăнне улăштарма хушмаççӗ, хушма ӗçпе командировкăсем вара тупăш кӳрӗç. Çулла, енчен те хăвăр шанăçа алран вӗçертмесен, лайăх улшăнусем кӗтеççӗ сире. Нумай çӗнӗ çынсемпе паллашатăр, вӗсем ӗçри, бизнесри, вӗренӳри çивӗч проблемăсене татса парассинче пулăшӗç сире. Харпăр пурнăçра йăлтах йӗркеллӗ, уйрăмах февраль, апрель тата октябрь уйăхӗсенче юратура ăнать. Сывлăх тӗлӗшпе пысăк йывăрлăхсемех çук темелле, çуркунне вӗçӗнче шала кайнă чирсем аптратма пултараççӗ, çавăнпа профилактикăна вăхăтра тумалла. Шăнса пăсăласран  асăрханмалла.
ВĂКĂР (1925, 1937, 1949, 1961, 1973, 1985, 1997, 2009, 2021)
Вăкăр – хӗвелтухăç гороскопӗнчи чи ӗçчен паллăсенчен пӗри.  Чăтăмлă, шанчăклă, яваплăха туякан, çав вăхăтрах кутăн та çине тăракан Вăкăршăн 2022 çул карьера тӗлӗшпе ăнăçлă пулать. Шантарнине пӗтӗмпех пурнăçлама тăрăшмалла ку çул. Нумай ӗçлеме тивет. Тăрăшса, çине тăрса ӗçлени вара карьера пусмипе çӳлелле хăпарма, тупăшлă проектсем пурнăçлама пулăшӗ. Ăнăçу ялан сирӗн енче пултăр тесен ултавсăр, тарăн пӗлӳпе усă курса ӗçлемелле. Çулталăк вӗçӗнче пысăк укçа тăкаклама тивӗ, анчах та тăкакланни сире çука хăвармӗ. Çынсемпе ытларах хутшăнма тăрăшăр. Пӗччен Вăкăрсем тинех савни тупма пултараççӗ, çемьеллисемшӗн те ăнăçлă тапхăр пуçланать – пӗрле канма кайса килӗр. Тӗрӗс апатлансан, витаминсем ӗçсен, спортпа туслашсан сывлăх та шеп пулӗ. Хирӗçӳсене хутшăнса вăй-халăра ан пӗтерӗр.
ТИГР (1926, 1938, 1950, 1962, 1974, 1986, 1998, 2010, 2022)
Харсăр, ялан тӗп вырăнта пулма кăмăллакан Тигршăн 2022 çул – триумф тата çăлтăрлă сехет. Ăна илӗртӳллӗ сӗнӳсем, юратура савăнăç, тӗлӗнмелле ăнăçу, хаклă туянусем кӗтеççӗ. Мӗнле ӗçе тытăнсан та вăл ăнать. Чи кирли – чуна пыракан ӗçпе аппаланмалла. Хӗвелтухăç гороскопӗ Тигра пурнăçа çӗнӗ вăркăш кӗртме сӗнет – ӗç улăштарни, чӗрене пыракан ӗçпе аппаланни, вӗренни, çӗнӗ çынсемпе паллашни ăнать. Анчах виçине пӗлмелле – ытама кӗменнине хапсăнмалла мар. Карьерăра пӗлтерӗшлӗ тапхăр: статус та, тупăш та ӳсес шанăç пысăк. Бизнесра та ăнăçусем кӗтеççӗ. Юратури хутшăнусем Тигрăн ăс-хакăлӗ çине те, малашнехи ӗç-хӗлӗ çине те витӗм кӳреççӗ. Пӗчченнисен Турă çырнипе тӗл пулас шанăç пысăк. Хăшӗ-пӗри савнийӗпе пӗрле чикӗ леш енне пурăнма та куçӗ. Кам-тăр хăнăхнă ӗçне пач урăххипе улăштарӗ. Чи лăпкă вăхăт сирӗншӗн – кӗркунне пуçламăшӗ. Стрессенчен май килнӗ таран  сыхланма тăрăшăр, вăй-хала ахалех ан пӗтерӗр.  
КРОЛИК (КУШАК) (1927, 1939, 1951, 1963, 1975, 1987, 1999, 2011)
Ăнкаруллă, тăнăçлăха юратакан, хирӗçӳ-тавлашăва чăтма пултарайман, çепӗç те тимлӗ Кроликшӗн Тигр çулӗ пӗр евӗрлӗ мар. Арçынсем профессире ӳсӗмсем тăваççӗ, ӗç улăштарма пултараççӗ. Пикесем вара укçа-тенкӗ çитменнипе аптрама пултараççӗ, çавăнпа та теветкелленмелле мар, авантюрăсемпе çыхланма та кирлӗ мар. Кӗскен каласан, Кроликăн укçа-тенкӗпе асăрхануллă пулмалла 2022 çулта, кредит илмелле мар, хаклă япала туянмасан лайăхрах. Кашни утăма лайăх шутласа тумалла. Юратура савăнмалли самантсем те нумай, кăткăслăхсем те пулкалаççӗ, анчах та çакă союза çирӗплетет кăна. Пӗчченнисен çулталăк вӗçӗнче Тур çырнипе тӗл пулас шанăç пысăк, çемьеллӗ мăшăрсене пӗрле кайса канни лайăх. Депрессие каясран сыхланмалла. Творчествăри пуçарусем ăнаççӗ. Кӗркунне çӗнӗ пӗлӳ илме лайăх вăхăт.
АÇТАХА (1928, 1940, 1952, 1964, 1976, 1988, 2000, 2012)
Вăрттăн, креативлă, хӗрӳллӗ Аçтахана профессире улшăнусем кӗтеççӗ. Питӗ ӗçлӗ тапхăр, çавăнпа хăвăра час-часах ывăннă пек туйăр. Чăн-чăн çитӗнӳ пултăр тесен май килнӗ таран сăпайлă, чăтăмлă пулăр. Эмоцисене ирӗке ан ярăр. 2022 çул ӗç вырăнне кăна мар, унăн сферине те улăштарма майсем уçса парать. Малтанах план туса ăна çирӗп пăхăнсан ӗçсем ăнаççех. Çулталăк пуçламăшӗнче финанс лару-тăрăвӗ лайăхланать. Вăй хурсан пысăк тупăш илме май пур. Харпăр пурнăç çинчен те манмалла мар, çывăх çыннăра та тимлӗх кирлӗ сиртен. Пӗчченнисене çуркунне е çулла ăнăçлă паллашу кӗтет. Кӗркунне пурнăçа тӗпрен улăштарма ăнăçлă тапхăр. Çулталăк вӗçӗнче лайăх пӗлмен çынсемпе калаçнă чух асăрхануллă пулмалла. Кунсерен зарядка тусан, спортзала çӳрессине йăлана кӗртсен е ирсерен чупсан нимле чир те аптратмӗ.
ÇӖЛЕН (1929, 1941, 1953, 1965, 1977, 1989, 2001, 2013)
Ăслă, çивӗч характерлă, çирӗп вăй-халлă Çӗленшӗн Тигр çулӗ çав тери перспективлă, уйрăмах творчествăлла çынсемшӗн. Çулталăк хуçи сире кӗтмен ырă пулăмсемпе савăнтарать, сире пурнăçăн нумай сферинче ăнăçу кӗтет. Сирӗншӗн нумай çул уçă, тӗрӗссине, кирлине суйласа илме кăна пӗлмелле. Харăс темиçе ӗç тытăнмалла мар, унсăрăн вăй çитмӗ. Ӗçсене тунă чух тӗплӗ туни пӗлтерӗшлӗ, ыттисене пулăшни сăвап кăна кӳрет. Нумай ӗçлеме тивет, ӗлкӗр кăна. Финанс лару-тăрăвӗ çулталăк тăршшӗпех стабильлӗ. Çулталăк вӗçӗнче тăкакланма тивӗ, çавăнпа та пуçтарса хунă запас укçа хатӗр пулсан лайăхрах. Харпăр пурнăçра йăлт аван, шăпа пӳрнипе тӗл пулас шанăç пысăк, уйрăмах çуркунне е кӗркунне. Партнерпа çемçерех, ырăрах пулмалла. Сывлăх тӗлӗшпе йывăрлăхсем çук, ытларах çуран утмалла, пахча çимӗçпе улма-çырла çимелле.
ЛАША (1930, 1942, 1954, 1966, 1978, 1990, 2002, 2014)
Ытарлă, уçă кăмăллă, никама пăхăнман Лаша хăйне 2022 çул тăршшӗпех вăй-хăватлă туйӗ. Çулталăк пуçлансанах вăйлă ӗçлеме пуçлатăр та тăршшӗпех хăвăртлăха чакармастăр. Ума сиксе тухакан задачăсене питӗ хăвăрт татса пама тивет. Финанс тӗлӗшпе ӗç-пуç аван, анчах та ӗçлесе илнине шутласа тăкакламалла. Пысăк укçа кивçен илмелле мар, кирлӗ кунта кирлӗ пулӗ тесе запас укçа ялан тытмалла. Юратура çӗнӗ паллашусем кӗтеççӗ. Хăвăршăн суйлав тумаллах: сирӗншӗн туйăмсем, хӗрӳ туртăм е шанни тӗп вырăнта? Чун-чӗре канăçлăхне тупма пӗччен пулни мар, çынсемпе хутшăнни пулăшать. Çемьери хутшăнусенче татса паман ыйтусем патне таврăнма тивет, лару-тăрăва уçăмлатни хăвăр тăванăрсем çине урăхларах пăхма хистӗ. Кӗркунне пӗлтерӗшлӗ вăхăт – малашнехи шăпа уçăмланӗ. Çулталăк вӗçӗнче тӗплӗн шухăшланă хыççăн темле улшăнăва та йышăнма юрать.
КАЧАКА (СУРĂХ) (1931, 1943, 1955, 1967, 1979, 1991, 2003, 2015)
Илеме чухлакан, стильлӗ, лăпкăлăха кăмăллакан Качакан 2022 çулта эмоцисене алăра тытма вӗренмелле. Вара ăнăçу сирӗн енче пулать. Профессире те, харпăр пурнăçра та çитӗнӳсем пулаççӗ. Сывлăх ан хавшатăр тесен Качакан яланах оптимист пулмалла, хуть мӗнле лару-тăрура та. Ӗçсем ăнччăр тесен вара çулталăк пуçламăшӗнчех план тумалла, вара карьера пусмипе те çӳлелле хăпаратăр, укçа-тенкӗ енчен те йăлт лайăх пулӗ. Çемьепе тăвансене ытларах тимлӗх кирлӗ. Пӗчченнисем Турă çырнипе тӗл пулаççӗ. Çулла каннипе пӗрлех интереслӗ вырăнсенче пулса кирлӗ çынсемпе тӗл пулма пултаратăр. Кӗркунне коллективпа килӗштерсе ӗçлени мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине ăнланатăр. Хăвăрпа пӗр шухăшлисемпе пӗрле çӗнӗ бизнес хута яма, перспективлă проекта пуçăнма аван вăхăт.
УПĂТЕ (1932, 1944, 1956, 1968, 1980, 1992, 2004, 2016)
Ывăнма пӗлмен, хастар, вӗренме кăмăллакан Упăтене Тигр çулӗнче пӗлтерӗшлӗ пулăмсем, улшăнусем кӗтеççӗ. Профессире пысăк çитӗнӳсем тума юлташсем пулăшӗç. Ӗçсем ăнăçчăр тесен планпа ӗçлемелле, чăтăмлă пулмалла. Тигр çулӗ сире ӗç вырăнне, е профессие те, улăштарма майсем туса парать. 2022 çулта хăвăра хăвăр аталантарма ăнăçлă вăхăт. Эсир яваплă должноçа йышăнса коллектива ертсе пыма пултаратăр. Унчченхи çитӗнӳсене упраса хăварса йышлăлатма тăрăшмалла. Бизнес пуçлас текенсен лару-тăрăва объективлă хакламалла. Харпăр пурнăçра йӗркеллӗ пултăр тесен мăшăрпа (е савнипе) час-час хирӗçмелле мар, ăна итлеме те пӗлмелле. Депресси ан пултăр тесен эмоцисене контрольте тытмалла. Çулла çӗнӗ паллашусемшӗн, çулçӳревшӗн аван вăхăт.
АВТАН (1933, 1945, 1957, 1969, 1981, 1993, 2005, 2017)
Никама пăхăнман, хăй тӗллӗн, сăпайлă, палăртнă çулпа çирӗппӗн утакан Автаншăн 2022 çул йывăрлăхсемсӗр, лăпкă пулать. Профессире ӗçсем ăнса пыраççӗ. Хальхи ӗçре те çитӗнӳсем тума пулать, çӗннинче те ăнăçлăрах перспективăсемшӗн кӗрешме хăрамалла мар. Çӗнӗ бизнес уçма ăнăçлă вăхăт. Февраль-март уйăхӗсенче улшăнусем пуçланаççӗ. Сире карьера картлашкипе çӳлелле хăпарма сӗнӗç е çӗнӗ ӗçе куçма чӗнӗç. Финанс лару-тăрăвне лайăхлатас тесен укçана пухса пымалла. Харпăр пурнăç хӗрӳллӗ, романтикăлла тӗлпулусем кӗтеççӗ. Нумайăшӗ çемье çавăрӗ. Мăшăрсем пӗрлехи бизнес илсе пырсан аван тупăш илӗç. Çывăх çынсене çителӗклӗ тимлӗх уйăрăр, кирлӗ чух шăпах вӗсем çитӗнӳ тума пулăшаççӗ-çке.
ЙЫТĂ (1934, 1946, 1958, 1970, 1982, 1994, 2006, 2018)
Ырă кăмăллă, тарават, шанчăклă Йытăшăн 2022 çул ӗç тӗлӗшпе халиччен хăйне лайăх енчен кăтартнă-тăк, ăнăçлă пулать. Карьера пусмипе çӳлелле улăхас тесен лайăх репутациллӗ специалистăн ума тӗллев лартмалла та çирӗп малалла утмалла. Çулталăк хуçи сире кирлӗ вăхăтра кирлӗ çӗрте пулма шанăç парать. Тăрăшса ӗçленин «çимӗçне» сентябрь, ноябрь тата декабрь уйăхӗсенче туйса илӗр. Тигр çулӗ студентсемшӗн ăнăçлă. Бизнесменсем ют çӗршыв инвестицийӗсем пирки шухăшлама пултараççӗ, укçа-тенке тупăшлă çӗре хывас тесен тӗплӗн шухăшламалла. Çӗнӗ юлташсен, пӗлӗшсен шучӗ йышланать. Харпăр пурнăçра пӗчченнисен йăлт аван: тӗлпулусем, çулçӳревсем, çӗнӗ хутшăнусем... Çемьеллисене те пӗрле канни туйăмсене çӗнетме пулăшӗ. Активлă пурнăçпа пурăнсан сывлăх аптратмӗ. Кирлӗ-кирлӗ маршăн тарăхса кăмăла пăсмалла мар.
СЫСНА (1935, 1947, 1959, 1971, 1983, 1995, 2007, 2019)
Тӗрлӗ кăмăллă, пархатарлă, тарават Сыснашăн Тигр çулӗ питӗ ăнăçлă. Тинех вăл çине тăраслăхпа хăйӗн вăйне шаннипе туллин усă курма пултарать. Ума лартнă тӗллеве пурнăçлас тесен хăвăрăн вăйсăр енӗрсене çынна кăтартмалла мар, вăйлă пулмалла. Тигр сире ăнăçлă вӗренме, ӗçлеме, карьерăра çитӗнӳсем тума шанăç парать. Финанс лару-тăрăвӗ çулталăк тăршшӗпех аван, кӗтмен çӗртен укçа кӗрес шанăç пысăк. Творчествăра, наукăра ӗçлекенсен ӗçӗсем ăнаççӗ. Мăшăрсăррисен ноябрь-декабрьте пӗлтерӗшлӗ тӗлпулу пулать. Çемьеллисен çывăх çынна ытларах тимлӗхпе савăнтармалла. Сывлăх ан аптраттăр тесен ӗçлесен-ӗçлесен канса та вăй пухмалла, мартра тата декабрьте асăрхануллă пулмалла. Парка е вăрмана уçăлма, бассейна ишме çӳремелле, спортпа туслашмалла.
Çӗнӗ çул ячӗпе, тусăмăрсем!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев