2024 çул ăшă пулать
Çитес 2024 çул питӗ ăшă пулать теççӗ. Ку Эль-Ниньо пулăмпа çыхăннă-мӗн — Лăпкă океанăн экваторти пайӗнче температура ӳсни.
Çакăн пирки Хусанти федераллă университетăн Экологи тата çутçанталăкпа усă курассин институчӗн Метеорологи, климатологи тата экологи кафедрин профессорӗ Юрий Переведенцев каласа панă.
«Эль-Ниньо, çулталăк та ултă уйăхран пуçласа икӗ çула тăсăлма пултараканскер, Çурçӗр полушарийӗнче çуркунне пуçланнă. Ку кӗркунне питӗ активлă пулнă вăл. Çитес çуркунне те хастарлăхне чакармасси куçкӗрет», — тенӗ тӗпчевçӗ.
Юрий Переведенцев каланă тăрăх, климат пӗтӗм тӗнчипех ăшăнса пырать. 2015 çултанпа çак процесс пӗр саманта та чарăнман. Çак ӗмӗр пуçламăшӗнче кăна кăшт тăхтав пулса илнӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев