Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2024 çул Раççейре – Çемье çулталăкӗ

2024 çулта Раççейре — Çемье çулталăкӗ. Çакăн пирки калакан Указ çине РФ Президенчӗ Владимир Путин алă пуснă.

Çӗршыв ертӳçи Правительствăна Çемье çулталăкне ирттерессипе ӗçлекен йӗркелӳ комитечӗ туса хума, унăн йышне палăртма, декабрӗн 27-мӗшӗччен ирттермелли тӗп мероприятисене финансламалли çăлкуçсене уйăрма хушнă. Йӗркелӳ комитечӗн председателӗ пулма РФ Вице-премьерне Татьяна Голиковăна палăртнă. 

Çулсерен Раççей Президенчӗ çитес çула пӗр-пӗр социаллă пӗлтерӗшлӗ темăна халалласа Указ кăларать. 2023 çул, тӗслӗхрен, Педагог тата ăс паракан çулталăкӗ пек иртет. Кăçал вӗрентекен профессийӗн престижне ӳстерес тесе питӗ нумай мероприятисем иртрӗç. 
Çитес çул эппин тӗп вырăнта çемье теми пулӗ.

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год семьи в России