Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

26 пин водителе ҫуран ҫӳрекене ҫул паманшӑн штрафланӑ

ТР ГИБДД пуҫлӑхӗ Ленар Габдрахманов журналистсемпе кашни кварталта куҫа куҫӑн тӗлпулса калаҫать. Хыпар хатӗрӗсем урлӑ ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тимлекенсем ҫынсене инкеке лекесрен асӑрхаттарасшӑн

Кӑҫал Тутарстанра пулса иртнӗ 344 ҫул-йӗр пӑтӑрмахне ачасем лекнӗ. Инкеке лекнӗ машинасенче ларса пынӑ 11 ачан пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ. Ҫак сӑмахсене ҫырма питӗ те йывӑр, мӗншӗн тесен кашни ҫакнашкал ҫухату ҫемьешӗн пысӑк трагеди.

Ҫак хӑрушӑ статистика сахал ҫынна тӑна кӗртет пулмалла, мӗншӗн тесен ӳсӗрле руль умне ларакансем хӑйсемпе пӗрле ачисене те ҫул ҫине илсе тухаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫакнашкал нарушительсене ҫирӗптерех явап тыттараҫҫӗ.
Ачасен креслисем вӗсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пултараҫҫӗ. Ҫакна чылай авари ҫирӗплетет. Анчах пӗр кунта кӑна ГИБДД ӗҫченӗсем Хусанта ачисене кирлӗ пек кресло ҫине ҫаклатмасӑр лартса ҫӳрекен 27 водителе штрафланӑ.
Ачасен айӑпӗсемпе 98 ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗ пулса иртнӗ, вӗсенче пӗр ача вилнӗ.
Ачасем ҫул ҫине сасартӑк сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ҫакна пурин те хатӗр пулмалла.
Октчбрӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 7-мӗшӗччен Тутарстанри ГИБДД
"Кӗрхи каникулсем" акци ирттерет

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев