Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

3 çулта 5 сурăхран 74 путек илтӗмӗр

Tаса ăрамански ăрачӗллӗ сурăхсене эпӗ салтакра чухне курнă. Командовани хушнипе сентябрь-октябрь уйăхӗсенче кашни кун тенӗ пекех кӳршӗллӗ совхоза хамăр часть валли пахча çимӗç пуçтарма каяттăмăр. Çак сурăхсене унта ӗрчететчӗç. Пӗрремӗш хут курсанах хăçан та пулсан ку выльăха хам та усратăп-ха тесе шутланăччӗ.

1996 çул вӗçӗнче тин ӗмӗтӗм пурнăçланчӗ. Эпир çулталăк вӗçӗнче ăрамански ăрачӗллӗ икӗ сурăхпа пӗр така туянтăмăр. Вӗсен пуçӗ хура тӗслӗ, çамки шурă паллăллă, урисем те хура, хăш-пӗрин шурă паллăсем пур. Çăмӗ сăрăрах кăвак тӗслӗ. Ӗнсипе тӳрчӗ (холка) çинче хура тӗслӗ çилхе. Такисен вăл хул калакӗ çинех усăнса анать. Сурăхсен те, такасен те мăйраки çук.

Таса ăрамански ăратлă сурăх туянас тетӗр пулсан, ăна хутăш йăхлинчен уйăрма пӗлмелле. Енчен те пуçӗпе ури хура тӗслӗ, анчах çăмӗ кăтраланмасть, вата евӗр-тӗк, таса ăрамански сурăх мар вăл, ытти ăратпа​ (цигатски е çинçе хӗлӗхлӗ такапа) хутăштарни пулать. Урипе сăмси çинче хӗрлӗрех сарă е ытти паллăсем пурри те таса ăрамански сурăх маррине кăтартать.
Выльăх миçере пулнине шăлне пăхса пӗлме пулать. Сурăхăн пӗтӗмпе 32 шăл, вӗсенчен 8-шӗ малти, 24-шӗ тӗп шăл. 1-1,5 çулта сӗт шăлӗсене яланхисем ылмаштараççӗ. 4-6 çулсенче малти шăлӗсем çийӗнсе пӗтеççӗ, шăл хушшисем пысăкланаççӗ. 7-8 çулти сурăхсенчен усси çук. Вӗсем ватăлса çитнӗ.
​ Мӗн тӗллевпе сурăх ӗрчетессине малтанах лайăх палăртмалла. Ăрамански сурăх тӗпрен илсен аш валли, çăмӗ хытă унăн. Харпăр хуçалăхсенче ытларах хăйсен тăрăхӗнче сарăлнă ăрата ӗрчетме тăрăшаççӗ. Вӗсем кунти условисене, апата хăнăхнă.
Сурăхсене кил хуçалăхӗнче хӗрлӗ кирпӗчрен, йывăçран, керамзитран е бетон блоксенчен тунă ятарлă витере усрамалла. Чи пӗлтерӗшли – вӗсене çутă, ирӗклӗ тата типӗ пултăр. Путексем валли пӳлӗме, сырăшпа шыв памалли вырăна шута илсе кашни сурăха 2,5-3-шер тăваткал метр лаптăк тухмалла. Сурăхсем нӳре чăтаймаççӗ, çавăнпа айсарăмӗ (улăм, пăчкă кӗрпи) яланах типӗ тăмалла.
Чӳречи урайӗнчен 120 сантиметртан аяларах пулмалла мар.
Сурăх витинче сырăш, шыв ӗçтермелли валашка тата вăхăтлăха пӳлмелли щитсем яланах тăмалла. Апат, шыв валашкине кашни сурăх пуçне 30-40-шер сантиметр тухмалăх хатӗрлемелле. Урăхла каласан, 5 сурăх-тăк, валашка 1,5-2 метртан кӗске пулмалла мар.
Хӗлле сурăхсене пӳлсе хунă картише уçăлма кăлармалла. Уçă сывлăшра çӳрекен сурăхсем сахалрах чирлеççӗ. Ку выльăхшăн шартлама сивӗ мар, варкăш çил (сквозняк) хăрушă. Çавăнпа ай сарăмӗ 30 сантиметртан çӳхе пулмалла мар, алăкне лайăх хупмалла. Стена çинчи çурăк-хушăксене сапламалла.
Çăмӗ чӗрчуна хӗлле сивӗрен, çулла шăрăхран сыхлать. Çавăнпа тăвăр вите, çăмӗнчен сӗтӗрни лайăх витӗм памасть. Ăрамански сурăх тата çав тери хăракан выльăх, хытă шавланине, кăшкăрнине илтсен вӗсем енчен енне чупма тытăнса пӗр-пӗрин çине кӗрсе каяççӗ, хӗссе хурса аманма е амантма пултараççӗ. Çавăнпа пур-çукшăнах витене кӗрсе çӳремелле мар. Çитменнине вӗсем патне кашнинчех пӗр япала тăхăнса кӗмелле. Капла вӗсем хуçана хăнăхса çитеççӗ, лăпкăрах пулаççӗ. Куçа йăмăхтаракан япала тăхăнсан та хăраççӗ.
Пирвайхи çулсенче вӗсен тыткаларăшне пӗлсех пӗтерейместӗм. Астăвасса, 1998 çулхи кӗркунне пӗррехинче ирпе ирех сурăх витине кӗтӗм, вăл вăхăтра сурăхсене пурне те пӗр пӳлӗмре тытаттăм. Пӗри, Ласка ятли, пăранламаллаччӗ. Çавна пăхма тесе кӗтӗм те витене. Мана курсанах вите тăрăх чупма пикенчӗç. Ласка патне пырсан куçран куççуль тухрӗ. Икӗ пӗчӗк путеке ытти сурăхсем таптаса вӗлернӗ. Юрать-ха, Ласкăна уйăрса ӗлкӗртӗм, тепӗр 15 минутран тепӗр путек пăранласа пачӗ, вăл сывă юлчӗ хăть. Ăрамански сурăха ӗрчетекенсем мӗнпур вак-тӗвеке асра тытмалла. Мӗншӗн тесен сывлăхӗ, эппин тухăçлăхӗ те, хуçаран нумай килет. Килте выльăхсем патне ытларах эпӗ тухатăп. Кӗсьене çăкăр чӗлли чикме манмастăп. Сурăхсем çăкăр патне пыраççӗ, çапла хуçана хăнăхаççӗ.
Сурăхсем 7-9 уйăхран çитӗнсе çитеççӗ, анчах ӳсме чарăнмаççӗ-ха, çавăнпа пӗтӗлентерме васкамалла мар. Ир пӗтӗленнӗ сурăхăн мӗнпур вăйӗ путекӗ, каярах сӗчӗ çине кайнипе хăйӗн организмӗ аталанаймасть. Ăрамански сурăхсене 12-18 уйăхсенче (выльăх аталанăвне кура) кăна пӗтӗлентерме тăрăшмалла. Ку вăхăт çу вӗçӗнчен пуçласа хӗл варри таран. Сурăх такашăн хускалчӗ-тӗк, унран тармасть. Пӗр талăк ытларах чупаканскерӗн 2 е ытларах путек пулать.
Енчен те 16-17 кунран тепре хускалмасть пулсан, вăл пӗтӗленнине пӗлтерет. 5 уйăхран (142-156 кунран) пăранлать. Пӗтӗ сурăха уйрăмах лайăх пăхмалла, силос пек йӳçек апат памалла мар. Мӗншӗн тесен вăл апат хуранӗнче йӳçме тытăнса сурăха канăçсăрлатать.
Кашни сурăхран 2-3-шер путек илес тесен кӗрхи-хӗллехи вăхăтра лайăх çитермелле, кунне икӗ хутран кая мар концентрат, тымар çимӗç, минераллă апат памалла. Таки вара ăратли пулмалла.
Пӗтӗ сурăха пăранлас умӗн 8-10 кун маларах витен пӗр кӗтесне ятарласа уйăрса лайăх тасатмалла, çӗнӗ айсарăмӗ сарса кунта хупмалла. Пӳлӗмре нӳрӗк те, варкăш çил те пулмалла мар. Сăмах май, сурăха ыттисенчен уйăрса тепӗр пӳлӗме куçарни сиенлӗ, вăл кун пек канăçсăрланса пӗрмай макăрма пуçлать, çиме пăрахать, канаймасть.
Хăçан пăранлассине лайăх пӗлсе тăрас тесен уйрăм журнала çырса пыма манмалла мар.
Пăранланă хыççăн пӗр сехет пек иртсен сурăхăн çăварӗ типет. Ăна 1-15 литр пылак шыв ӗçтермелле. Хыçне пăрахсанах çиллине таса шывпа çуса таса пусмапа шăлса типӗтмелле. Путеккине пирвайхи минутранах пăхма тытăнмалла, типӗнме памалла, шăнтмалла мар. Часрах çиме вӗрентӗр тесе амăшӗн чӗччине тупма пулăшмалла. Малтанхи кунсенче путексем​ кашни 2-3 сехетрен выçаççӗ. Амăшӗн пурӗ те икӗ чӗчӗ кăна, путеккисем вара 3-4-ăн. Çавăнпа вӗсене амăшӗ патне черетпе ярса тăмалла.​ Путексем кăшт ӳссен черете хăйсемех йӗркелеççӗ. Нумай чухне çамрăк сурăхăн сӗчӗ кашни путеккинех çитмест, çавăнпа путексене ӗне сӗчӗ çитерме тытăнмалла. Утă та çиме вӗренччӗр тесе вӗсем валли ятарласа илӗртмӗш клетка тумалла, унта çемçе утă, милӗк хумалла. Хурăн, çăка милӗкне май уйăхӗнче хуçса мачча çине, хӗвел ӳкмен çӗре çакса хумалла. Вăхăт иртнӗçемӗн амăшӗн сӗчӗ чакать. Çавăнпа 2-3 эрнерен путексене концентрат, утă, сӗткен тымар çимӗç çитерме тытăнмалла (таблица).
Ăрамански сурăх путеккисем хура çăмлă çуралаççӗ, 2,5-3 уйăхран тӗсӗ улшăнать. Чи лайăх тир 5-6 уйăхри пӗрре те çăмне илмен путекӗн шутланать. Çăмӗ хытă пулсан та унран тунă кăçатă çемçе те ăшă пулать.
Путексен шучӗ такаран та нумай килет. 2002 çулччен пирӗн Мудрый ятлă​ такаччӗ. Вăл пӗтӗлентернӗ сурăхран эпир нихăçан та 2 путекрен кая илмен, 3 çулта (1998 – 2001) 5 сурăхран пурӗ 74 путек илтӗмӗр пулсан, иккӗмӗш Туман такаран виçӗ çулта (2002 – 2004) пурӗ те 57 кăна. Кăна эпӗ Туман килти сурăхăн путеккиех пулнипе çыхăнтаратăп, урăхла каласан, пӗр юнран. Шăпах çак сăлтавпа 2002 çулта пӗр путек чăлах çуралчӗ, 2004 çулта тепри çав тери хавшак пулнипе амăшӗн сӗтне тутанаймасăрах вилчӗ. Çитменнине малалла путексем вӗтелчӗç, хавшакрах çуралма тытăнчӗç.
Кунта шутламалăх пур, справочникра çырнă тăрăх, 100 кунри путекӗн виçе йывăрăшӗ – 22-24, кӗркунне кӗтӳ кӗнӗ вăхăтра 35-45 килограмм пулмалла. Малтан пӗр сурăхран çулталăкра вăтамран 120-160-шар килограмм чӗрӗ виçе (путек) тата 3-4​ тир илеттӗмӗр пулсан, малалла кун чухлӗ пулма пăрахрӗ. Пӗлӗшсем, пӗлтерӳсем урлă та, колхоз-совхозсем Хусанта ирттерекен ярмăрккăсенче шырасан та таса ăрамански ăратлă така тупаймарăм. Шанăçа çухатмастăп-ха, тен, тупăп та.

Альберт КОЛЬЦОВ.
Лайăш районӗ.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев