Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

35 çул ӗç шыракансемпе ӗç сӗнекенсене пулăшаççӗ

Апрелӗн 17-мӗшӗнче Тутарстанра тӗрлӗ экономика отраслӗнчен 350 ӗç паракан 10 пин ытла ваканси сӗнчӗ ӗç шыракана

 

«Работа России. Время возможностей» Пӗтӗм Раççейри ӗçлӗх ярмăрккин Тутарстанри тапхăрне паян республикипе 46 площадка уçнă. Çулсерен йӗркелекен мероприяти «Кадры» наци проекчӗн «Человек труда» федераллă проект витӗмӗпе иртет. 

Апрелӗн 17-мӗшӗнче Хусанта, Çырчаллинче, Анат Камăра, Элметре, Пӗкӗлмере, Ешӗлварта, Лениногорскра тата ытти районсенче тӗрлӗ экономика отраслӗнчен 350 ӗç паракан 10 пин ытла ваканси сӗнчӗ ӗç шыракана. Кашнин валли ӗç пур – аслă пӗлӳллӗ опытлă специалистсем валли те, пӗтӗмӗшле вăтам пӗлӳллӗ, ятарлă специальнăçа вӗренменнисем валли те. Ярмăрккана Тутарстанри пӗлӳ паракан учрежденисем те хастар хутшăнаççӗ – 50 ВУЗ, колледж, техникум.

Паллах, ӗçлӗх ярмăрккин тӗп площдки республикăн шӗкӗр хулинче Хусанта пулчӗ. УНИКС (Нужин урамӗ, 2-мӗш çурт) культурăпа спорт комплексӗнче паян уйрăмах нумай çын. ‎Ытти çулсемпе танлаштарсан ӗç паракансем самай нумайрах. Тата çакна та асăрхарăмăр.  Ярмăрккана тухнă оранизацисем-предприятисем иртен-çӳрен валли яланах хăйсем çинчен каласа паракан, аса илтерекен мерч-таварсем сӗтел çине сарса хунă. Чылай чухне ку – блокнот, ручка, открытка пулнă. Пытармастпăр, кăçал та пулчӗç вӗсем. Анчах вӗсен çумне çул çине шыв илме бутылка, толстовка тата ытти соискательшӗн илӗртӳллӗ япаласене кăларса хунă. Самантрах сăн ӳкерсе пичетлесе паркансем те пулчӗç, шарик суйласа илсе мӗн пулассине пӗлме пулăшассипе те ăста иккен хăш-пӗр компанисем. Полицире çын çитменни те яшсем йӗрке хуралçисен ӗçӗпе кăсăкланни те курăнчӗ.

Кăçалхи ӗçлӗх ярмăрккине юбилей мероприятийӗсечен чи сулăмли тесе йышăнмалла. Ӗçпе тивӗçтерекен центрсем ӗçлеме пуçланăранпа 35 çул çитрӗ. 1990-мӗш çулсен пуçламăшӗнче, çӗршывра çынна ӗç çитмен йывăр вăхăтра йӗркеленӗ вӗсене. Вӗсен тӗп тӗллевӗ – çынна ӗç тупма пулăшасси. Кадрсен центрӗсен ӗçӗ çине айккинчен пăхсан çакна ăнланса илетӗн:  вӗсем пӗр вăхăтрах çынна ӗç тупма пулăшаççӗ, кăмăла каякан ваканси çине шак хума пӗлӗвӗ çитменнисемшӗн вӗренӳ йӗркелеççӗ, предприятисемпе организацисене ӗçченсене тупса параççӗ. Пӗтӗмӗшле илсен вара çӗршывра социаллă экономика ыйтăвӗсене татса паракансенчен пӗрисем пулса тăраççӗ.

Тӳрӗ кăмăлпа ӗçленисене паян наградăсем парса чысларӗç. Юбилей тӗлне УНИКС концерт залӗнче савăнăçлă лару-тăрура кадрсен центрӗсенче ӗçлекенсене саламларӗç, РФ ӗç тата социаллă хӳтӗлев министрӗ Антон Котяков видеоçыхăнупа саламларӗ. ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Юрий Камалтынов патшалăх наградисене парса малашне те лайăх ӗçлеме хавхалантарчӗ. ««Вкусно и точка» кафере меню пӗр пек – Мускавра-и вăл, Хусанта-и е тата ăçта та пулин урăх çӗрте. Эсир мана кафепе танлаштарнăшăн ан кӳренӗр те, кадрсен центрне кӗрсен – Хусанта-и, Элметре, е тата пӗр-пӗр район центрӗнче – пур çӗрте те пӗр пек ăшпиллӗн кӗтсе илеççӗ, пулăшма васкаççӗ, кирлӗ информацпе тивӗçтереççӗ, – терӗ кăмăллăн. – Раççейре Тутарстанри кадрсен центрӗсен ӗçне пысăка хурса хаклаççӗ», –  ырă хыпарпа савăнтарчӗ вăл.   ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтӗлев министрӗ Эльмира Зарипова сцена çине тухса 35 çул республикăра çынсемшӗн кирлӗ ӗç тăвакансене тав турӗ.  Залра ларакансене артистсем уяв концерчӗпе савăнтарчӗç.

Фойере çак вăхăтра ярмăркка хӗрсе пычӗ. Шкулта аслă классенче вӗренкенсем те килнӗ паян. Кăмăлланă професси çинчен çынран ыйтса, интернетра шыраса мар, ярмăрккана килнӗ вӗренӳ учрежденийӗсен ӗçченӗсенчен пӗлесшӗн вӗсем.

Миçе çын ӗçе йышăнакансемпе килӗшӳ туни çинчен, миçе çын ӗçлӗх ярмăрккисенче пулнине çывăх вăхăтрах пӗлӗпӗр.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #нацпроект