Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

35 çул ӗçлесе 35 машрут хывнă

Мартăн 28-30-мӗшсенче Воронежра «Туристические города» I Пӗтӗм Раççейри премин финалӗ иртнӗ. Елабугăри 17 музее пӗрлештерекен патшалăх музей-заповедникӗ «Музей туризмӗн чи лайăх хули» номинацире гран-при çӗнсе илнӗ

Мартăн 28-30-мӗшсенче Воронежра «Туристические города» I Пӗтӗм Раççейри премин финалӗ иртнӗ. Елабугăри 17 музее пӗрлештерекен патшалăх музей-заповедникӗ «Музей туризмӗн чи лайăх хули» номинацире гран-при çӗнсе илнӗ

«Туристические города» Пӗтӗм Раççейри преми — çӗнӗ награда. Ăна #РоссияВдохновляетНаПутешествия проект витӗмӗпе уйрăм муниципаллă йӗркеленӳсемпе хуласене, ялсене параççӗ. 

Пӗрремӗш премин финалне çӗршывăн 38 регионӗнчен 56 хуларан пухăннă. Вӗсем хăйсене туризмăн тӗрлӗ номинацийӗнче кăтартнă. Елабуга хулипе патшалăх музей-заповедникӗн генеральнăй директор çумӗ Александр Деготьков паллаштарнă. 

Йӗркелӳçсен сăмахӗпе премин шорт-листне туризмпа тараватлăх индустрийӗн сферинчи профессиллӗ пӗрлешӳсен, попечитель тата премин экспертсен канашӗсен сӗнӗвӗсене тӗпе хурса йӗркеленӗ. Елабугăри патшалăх музей—заповедникӗ музей туризмне аталантарассипе 35 çул ӗçлесе 35 музей маршручӗ хывнă. Паллах, çакăн пек çитӗнӳсемпе финала тухмасăр пултарайман вăл. 

«Туристические города» пӗрремӗш хут пулин те, сулмаклă иртрӗ, малашлăхӗ апла çутă, вăрăм пулӗ. Кăçал Елабугăпа наградăшăн тапăçакансене асăнних çакна çирӗплетет: Пермь, Городец, Торжок, Сарапул, Чикме, Сольвычегодск, Тотьма. Жюри пайташӗсем туризм индустрийӗ вăйлă аталаннă хуласенчен — Мускав, Санкт-Петербург, Симферополь, Самара, Екатеринбург тата Воронеж.

Сăнӳкерчӗк mincult.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: туризм