Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

38 РАЙОНТА ÇӖР НӲРӖКӖ ПӖТНӖ

Гидрометеорологи управленийӗ пӗлтернӗ тăрăх, лару-тăру республикăра чăнах та çăмăл мар. Хальхи вăхăтра 38 районта пулас тухăçшăн хăрушă типӗ çил, тăпрари нӳрӗк юлманнине палăртнă. Çавăнпа ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ М.Зяббаров хирӗсене страхланă хуçалăхсене сиене вăхăтра шута илмешкӗн страхлакан компанисене каймаллине аса илтернӗ.

Шăрăх çанталăка пула тăпрари нӳрӗк нормăран пӗчӗккипе 38 районта чрезвычайлă лару-тăру режимӗ пуçланнă. Кун пирки ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров шăрăх çанталăк сиенне пӗтерессипе тата пушар хăрушлăхӗ пирки асăрхаттарассипе ӗçлекен комиссин ларăвӗнче пӗлтернӗ. Мӗнпур районпа видеоконференци мелӗпе иртнӗ ларăва ТР Президенчӗ Р.Минниханов, ТР Премьер-министрӗ А.Песошин, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Ф.Мухаметшин хутшăннă.
Рустам Минниханов республикăн хăйне-хăй продукципе тивӗçтерессине малашне те упраса хăварма тата типӗ çанталăк кӳнӗ сиене пӗтерме пӗрлехи мероприятисем ирттермеллине каланă.
Гидрометеорологи управленийӗ пӗлтернӗ тăрăх, лару-тăру республикăра чăнах та çăмăл мар. Хальхи вăхăтра 38 районта пулас тухăçшăн хăрушă типӗ çил, тăпрари нӳрӗк юлманнине палăртнă. Çавăнпа ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ М.Зяббаров хирӗсене страхланă хуçалăхсене сиене вăхăтра шута илмешкӗн страхлакан компанисене каймаллине аса илтернӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев