Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

56 çул тăван хуçалăхра тăрăшнă

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче пурăнакан Николай Петрович Герасимов çак уйăхра 75 çулхи юбилейне паллă турӗ. Ялти хисеплӗ çын 56 çул ытла тăван хуçалăхра механизатор пулса ӗçленӗ. Чи малтанах вăл Александр Карсаков тракторӗ çинче пулăшуçă пулса ӗçе кӳлӗннӗ. Хисеплӗ тракторист çамрăк ачана хăйӗн опытне панă.

Пулас Социализмла Ӗç Геройӗ Равиль Низамутдинов ертсе пыракан Бауман ячӗллӗ колхозра ӗç ретне тăнă Куля тете. Мӗнле кăна маркăллă тракторпа ӗçлемен-ши?! 

Çирӗм çула çитсен Коля ялти хӳхӗм хӗрпе Нина Чашкинапа çемье çавăрнă, икӗ ывăл та виçӗ хӗр çуратса ӳстернӗ вӗсем. Куç тулли савăнăç пулмалла пек, анчах пурнăçра кулянмалли те тупăнатех. Икӗ ывăлӗ те çамрăкла вăхăтсăр çӗре кӗнӗ. Мăшăрӗ Нина та ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнă савнă упăшкинчен. Халӗ Николай Петрович ачисемшӗн юратнă атте, мăнукӗсемшӗн ытарайми  кукаçи. Хӗрӗсемпе мăнукӗсем, ӗç хуйха çӗнтерме пулăшнă. Елена Николаевна хăйӗн çемйипе тăван ялтах юлнă, вăл педагог. Вăталăх хӗрӗ Марина Ульяновскра пурăнать. Кӗçӗнни Ирина Çӗпрел район больницинче лабораторире вăй хурать. 

Каларăмăр, Николай Петрович тӗрлӗ маркăллă тракторпа ӗçленӗ. Çуллахи вăхăтра, тырçи пуçлансан, пултаруллă механизатор комбайн çине куçнă.  1980-мӗш çулсенче вăл районта пуринчен ытла тырă çапса социализмла ăмăртăвăн çӗнтерӳçи пулнă. Ӗçчене хавхалантарса Чехословакине кайма турпутевка парнеленӗ çакăншăн. 

1984 çулта Т-150 трактор çине куçсан хăй тӗллӗнех ăна кранпа ӗçлемелле тунă,  йывăç-и, удобрени-и е вăрлăх тиемелле – йăлт кранпа  тунă çак ӗçсене.

Механизатор ӗçне таса чунпа туса пынăшăн Николай Герасимова Тав, Хисеп хучӗсем нумай панă. 1970 çулта СССР Верховнăй Совечӗн Президиумӗ «В.И.Ленинăн 100 çулхи юбилейне палăртса» медальпе наградăланине Николай Петрович уйрăмах çывăха хурса йышăнать. 2003 çултанпа вăл Ӗç ветеранӗ, 2020 çулта ТР Президенчӗ Рустам Минниханов «Ӗçри хастарлăхшăн» медальпе чысланă. Çӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 çул çитнине халалласа кăларнă медале район пуçлăхӗ Марат Гафаров нумай пулмасть хаваслă лару-тăрура панă Николай Петровича. 

– Телей ман киле кӗмесӗр иртнӗ тесе ӳпкелешместӗп, манăн йăх малаллах пырать: виçӗ хӗрӗм, тăхăр мăнук тата çичӗ кӗçӗн мăнук савăнăç кӳреççӗ. 

Геннадий КАРСАКОВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей