Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

600 ПИН ТЕНКИ ТЕ, ПЫЛӖ ТЕ ÇУК

Август уйăхӗнче хуçалăх ваккăн сутмашкăн пысăк парти пыл туянма шутланă

  Августăн 29-мӗшӗнче Хусанти «Авиастроительный» полици уйрăмне пӗр фермер пулăшу ыйтса килнине хыпарлать ТР ШӖМӗн пресс-служби. Август уйăхӗнче хуçалăх ваккăн сутмашкăн пысăк парти пыл туянма шутланă. Хуçалăхăн логистикăпа ӗçлекен специалисчӗ кӗçех Саратов облаçӗнчи пыл сутакана та, тиеве кӳме пулăшакан диспетчера та тупнă. Августăн 28-мӗшӗнче чăнах та шăнкăравланă лешсем, пылăн пӗр пайне тиенӗ те имӗш, анчах аванс тӳлемелле. Çапла фермер пыл сутакана малтан 306 пин, груза йăлтах тиенӗ хыççăн тепӗр 300 пин тенкӗ куçарнă. Тиев турттаракан августăн 29-мӗшӗнче шăнкăравласа машина тепӗр сехетрен çитессине каланă, анчах килмен. Диспетчер та телефонне урăх тытман...​ ​

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев