Сувар

7 километр ӗçе, 7 километр киле

28 çул Саврăшпуçӗнчен Кивӗ Саврăша куллен çуран утсан та юратнă ӗçӗ кăмăлне çӗклет.

Ирина Егорова Кивӗ Саврăш ялӗнчи библиотека алăкӗн урати урлă пӗрремӗш хут каçнăранпа çак уйăхра шăпах 30 çул çитрӗ. Çамрăк хӗре кунта направленипе ӗçлеме янă пулнă. Унччен вара Чăваш Енрусьел хӗрӗ Шупашкарти пир-авăр фабрикинче ӗçленӗ, унтан Елабугăри культурăпа çутӗç училищинче библиотекаре вӗреннӗ. Пысăк кăмăлпа ӗçе пуçăннă Ирина Николаевна. Унтанпа 30 çул иртсе кайнине халӗ шанасси те килмест.

Ку кăна та мар. Çак кунсенче, тӗрӗсрех каласан январӗн 30-мӗшӗнче, Ирина Егорова хăйӗн 55 çулхи юбилейне паллă тăвать. Мăшăрӗпе – Савгачевăри вăтам шкулта музыка вӗрентекен Владимир Павлович Егоровпа акă ӗнтӗ 28 çул пӗрле пурăнаççӗ вӗсем. Шăп çакăн чухлӗ çул Саврăшпуçӗнчен Кивӗ Саврăша кунсерен çуран утать вăл. 7-шер  километр çуран кашни кун хутлама – калама кăна вӗт! Юр е çумăр çăвать-и, тăман тустарать-и, хӗртсе хӗвел пăхать-и, шартлама сивӗ-и – ниме те пăхмасть маттур чăваш хӗрарăмӗ, ӗçе пурпӗр каймалла вӗт. Ывăнни пирки нихăçан та илтмен унран.
Библиотека ялта культурăпа хыпар центрӗ шутланать. Кунта çынсем мӗн-тӗр çӗнни пӗлме килеççӗ. Çакна шута илсе библиотекарь час-часах аслисемпе те, ачасемпе те тӗрлӗ темăллă мероприятисем ирттерет, паллă çынсемпе тӗлпулусем йӗркелет. Литература кружокӗ те ӗçлет вулав çуртӗнче. Кунтах музей валли те кӗтес тупнă – килекенсем чăвашсен авалхи ӗç хатӗрӗсемпе, кил-тӗрӗшре усă курнă япаласемпе, тӗрӗсемпе паллашма пултараççӗ.
Кивӗ Саврăш библиотекинче чăваш литератури çине уйрăмах пысăк пусăм туни тӳрех куç тӗлне пулать – чăваш çыравçисен кӗнекисене чи курăнакан çӗре вырнаçтарать Ирина Николаевна. Çыравçисем те килкелесех тăраççӗ иккен кунта, хăйсен кӗнекисене парнелесе хăвараççӗ. Аксу районӗнчен тухнă поэтсемпе çыравçăсен хайлавӗсем валли уйрăм çӳлӗк уйăрнă библиотекăра.
– Кивӗ Саврăш ялӗн библиотекине кӗрсен ял пурнăçӗн тӗлӗнмелле ăшă ытамне лекнӗ пекех туйăнать, – тет Аксу районӗн тӗп библиотека системин директорӗ Ирина Телешева. – Кунта нумай çул ӗçлекен Ирина Егорова питӗ тăрăшуллă, ӗçе яланах тӗплӗ тăвать, вулакансене интереслентерме тем те шутласа кăларать. Ял çыннисем те, çыравçăсем те яланах чӗререн тав тăваççӗ Ирина Николаевнăна.  
– Хама çав тери телейлӗ çын тесе шутлатăп. Юратнă мăшăр, хӗрпе ывăл, мăнук юнашар, юратнă ӗç кăмăла çӗклет. Тата мӗн кирлӗ? («Сельская новь» хаçатăн сăнӳкерчӗкӗ).

Реклама

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: