Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

800 пин тенкисӗр тăрса юлнă

Пӗкӗлмери 21-ти каччă шулӗксене шанса 800 пин тенкисӗр тăрса юлнă. Ултав интернет-заказа кӳрекен курьер службин ятӗнчен хӗр шăнкăравланинчен пуçланнă.

СМСпа килекен кода калама ыйтнă малтан, каччă пӗр иккӗленмесӗрех мӗн каланине тунă. Кăшт тăрсан телефонӗ çине Патшалăх услугинчи харпăр кабинета кӗмелли меслете тавăрнине пӗлтерсен, сисчӗвленнипе СМСри номерпе хăйех шăнкăравланă вăл.

Пуçланнă вара... «Специалистсем» такамсем ун ячӗпе доверенность туса Украинăна укçа куçарасшăн тесе сехрине хăпартнă. Укçине çухатас темесен «хăрушсăр» шут çине куçарма сӗннӗ. Каччă вӗсене шанса банкри мӗнпур укçине илсе кил техникин коробкине хунă та курьертан парса янă. Хăйне улталанине каярах кăна ăнланнă. 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: мошенники