Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

89 ÇУЛТАН ÇӖНӖРЕН УÇĂЛЧӖ

РФ Президенчӗн Атăлçи тăрăхӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров церемоние хутшăннисене РФ Президенчӗн В.Путинăн саламне вуласа пачӗ. Çӗршыв ертӳçи собор ӳлӗмрен те Хусанăн ăс-хакăл центрӗ, ӗмӗрсем хушши упраннă тӗн йăлисене чӗртекен вырăн пуласса шаннине пӗлтернӗ.

Кăçалхи июлӗн 21-мӗшӗ хусансемшӗн историре юлмалли кун пулчӗ. Турă Амăшӗн Хусан турăшӗ курăннă вырăнта лартнă собор 89 çултан çӗнӗрен уçăлчӗ. Православи тӗнне ӗненекенсемшӗн калама çук пысăк пулăм ку. Аса илтеретпӗр, Хусан мăнастирӗн 1932 çулта аркатнă тӗп соборне 2016 çулхи июлӗн 21-мӗшӗнче никӗсӗн пӗрремӗш чулне хурса çӗнӗрен тума пуçларӗç. Республикăн «Возрождение» ыркăмăллăх фончӗ пулăшнипе ăна 5 çулта малтан мӗнле пулнă, çавăн пекех туса лартрӗç. Храм кăна мар вăл, культурăпа истори палăкӗ те.
Собора светить тума Мускав тата Пӗтӗм Руç Патриархӗ Кирилл хăй килсе çитрӗ. Храм пусми çинче ăна ТР Президенчӗпе Рустам Миннихановпа РФ Президенчӗн Атăлçи тăрăхӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров, Федераци Канашӗн председателӗ Валентина Матвиенко, Тутарстанри конфессисен представителӗсем кӗтсе илчӗç. 
Благовещени соборӗнчен пуçласа Хусан мăнастирӗ патне çити хӗрес çӗклесе утнă хыççăн собора светить тăвас йăлан пӗрремӗш пайне Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл пурнăçларӗ пулсан, тӗп пайне Пӗтӗм Руç Патриархӗ Кирилл ирттерчӗ. Служба хыççăн вăл собора çӗнӗрен чӗртес ӗçре Тутарстан ертӳçисен тӳпи çав тери пысăккине палăртса Минтимер Шарипович Шаймиевпа Рустам Нургалиевич Минниханова тав турӗ, вӗсен ячӗсем Раççей тата Вырăс православи  чиркӗвӗн историйӗсенче çырăннине каларӗ.
РФ Президенчӗн Атăлçи тăрăхӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров церемоние хутшăннисене РФ Президенчӗн В.Путинăн саламне вуласа пачӗ. Çӗршыв ертӳçи собор ӳлӗмрен те Хусанăн ăс-хакăл центрӗ, ӗмӗрсем хушши упраннă тӗн йăлисене чӗртекен вырăн пуласса шаннине пӗлтернӗ.  

Хамăр корр.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X