Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районӗнчи Федоровский поселокӗ 100 çул тултарчӗ

Пушар хыççăн, 1921 çулта, пӗр ушкăн хресчен типӗ çанталăка, выçлăха пăхмасăр Çӗнӗ Аксуран 4-5 çухрăм хӗвелтухăçнерех Кӳшӳ юханшывӗ хӗррине чарăнать. Çакăнта тӗпленме шутлаççӗ чи малтан куçса килекен: Кăчăк Хӗветӗрӗ, Столяров Мартын, Кузьмин Якку, Мултек Çтаппанӗ,  Артемьев Трофим. Кăчăк Хӗветӗрӗ çулла çурт хăпартса лартать. Çак вăхăтран Федоровский поселокӗ пуçланса кайнă тесе йышăннă.

Июлӗн 24-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Федоровский поселокӗ 100 çул тултарчӗ.

Ял уявне пуçарса яраканни Михаил Гаврилович Мулеев, вăл тăрăшнипе виçӗ хут иртрӗ. Малараххисем 2011, 2016 çулсенче пулнăччӗ. Шел, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрӗ Михаил Гаврилович. Вăл пуçарнă ырă йăлана малалла тăсма ял-йыш Илья Мулеева шанчӗ. Июлӗн 24-мӗшӗнче ялăн 100 çулхи юбилейӗпе пӗрле пӗлтерӗшлӗ тепӗр пулăма та палăртрӗç. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин салтакӗсене халалласа çӗнӗ палăк уçрӗç.

Çӗнӗ палăк
Федоровка ялӗнчи ӗç халăхӗн лăпкă пурнăçӗ Совет Союзӗнчи ытти халăхсенни пекех 1941 çулта вăрçă пуçлансан татăлнă. Çак пӗчӗк ялтан кăна фронта вăйпитти 23 арçын тухса кайнă, 10-шӗ таврăнайман. Çӗнтерӳпе таврăннисенчен те сыввисем паян çук ӗнтӗ. Палăка уçма Аксу район пуçлăхӗ Камиль Камалович Гилманов, Атăлçи çар округӗн инспекторӗ Анатолий Петрович Молоствов генерал- майор, Аксу тата Çарăмсан çар комиссарӗ Дмитрий Иванович Палаткин подполковник, районти ЧНКЦ председателӗ Роза Николаевна Чентаева, ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Алексей Валерьевич Макаров килчӗç.
Район пуçлăхӗ К.Гилмановпа А.Молоствов генерал-майор ялта пурăнакан, ӳссе çитсе тӗрлӗ çӗре саланнă федоровкăсене мемориал уçнă ятпа саламларӗç. ЧНКЦ председателӗ Р. Чентаева палăка тума, уçма мӗнпе-тӗр пулăшнă кашни çынна тав турӗ. Вăрçă паттăрӗсене пӗр минут шăп тăрса асăннă хыççăн ял çыннисемпе хăнасем палăк умне чӗрӗ чечексем хучӗç.

Мӗнле пуçланса кайнă?
Уяв малалла йӗтем çине куçрӗ. Мероприятие ертсе пыракансем Федоровский поселокӗн историйӗпе кӗскен паллаштарчӗç. ЧНКЦ председателӗ Р. Чентаева ял мӗнле пуçланса кайни пирки акă мӗн каласа пачӗ: «Ваттисем каласа панă тăрăх, иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш çулӗсен пуçламăшӗнче Атăл тăрăхӗнче выçлăх хуçаланнă вăхăтра акмалăх пуçтарнă тырă вăрлăхӗ çитменнипе халăх питӗ пăшăрханнă. Çӗнӗ Аксури чухăн хресченсен çӗр пайӗсем пӗрисен ялтан инçех мар, теприсен чылай аякра пулнă. Пур-çук вăрлăха акса пӗтерсен, авалхи йăлапа ваттисене асăнса апат çикеленӗ вăхăтра Кăчăк Хӗветӗрӗ хăйӗн шухăшне пӗлтерет:
 – Кашни çулах нушаланса çӳриччен кунта куçса килес мар-ши?  – тет.
Ун хыççăн Мартын Столяров унпа килӗшнине пӗлтерет.
– Эпӗ те тахçанах ун çинчен шутласа çӳретӗп, – калаçăва хутшăнать Мултекӗн аслă ывăлӗ Çтаппан та.
Аслисене шăп итлесе ларакан, вăрçăран таврăннă Трофим Сантăрӗ сасартăк теме сиссе ура çине тăрать те:
– Чимӗр-ха,  ял çийӗн хура тӗтӗм явăнмасть-и ара? – тесе ыйтать.
Çав вăхăтра Çӗнӗ Аксу ялӗ тепӗр хут çунса каять. Пушар хыççăн, 1921 çулта, пӗр ушкăн хресчен типӗ çанталăка, выçлăха пăхмасăр Çӗнӗ Аксуран 4-5 çухрăм хӗвелтухăçнерех Кӳшӳ юханшывӗ хӗррине чарăнать. Çакăнта тӗпленме шутлаççӗ чи малтан куçса килекен: Кăчăк Хӗветӗрӗ, Столяров Мартын, Кузьмин Якку, Мултек Çтаппанӗ,  Артемьев Трофим. Кăчăк Хӗветӗрӗ çулла çурт хăпартса лартать. Çак вăхăтран Федоровский поселокӗ пуçланса кайнă тесе йышăннă».

Ял мăнаçлăхӗ
 Яла пырса кӗнӗ çӗрте ял илемӗ, мăнаçлăхӗ  – пысăк пӗве –  сарăлса выртать. Пирӗн мăн асаттесемех пӗвеленӗ ăна. Вăрманти çăлсен шывӗпе  тулать. Ял халăхӗ çакăнта шыва кӗрет, пулă тытать. Мӗнле кăна пулă çук-тăр пӗвере?! Ялăн тепӗр вӗçӗнче тата тепӗр пӗве пур, унта хур-кăвакал ыр курать. Хальхи вăхăтра поселокра 27 кил, пурӗ 96 çын пурăнать. Шел, ача сахал. Çавна пула пуçламăш шкула хупма тиврӗ. Ачасене вӗренме Аксăва илсе çӳреççӗ. Ялпа юнашар ваттисен çурчӗ вырнаçнă. Ял çыннисенчен нумайăшӗ çавăнта ӗçе çӳрет. Федоровский поселокӗнче пурнăç сӳнмен-ха, ирсерен кӗтӳ хăвалаççӗ. Выльăх-чӗрлӗхпе, хурт-хăмăрпа йăпанать халăх, вăрман касса пура пурать. Ачисем, мăнукӗсем тăтăшах килсе çӳреççӗ, вутă-утă хатӗрлеме пулăшаççӗ. Çулла канмалли кунсенче Федоровский поселокӗ ӗлӗкхи пекех тулса ларать вара. Ял халăхӗ çуркунне пӗрле пуçтарăнса субботника тухать, çӗршыв типиччен малтан урамсене тирпейлет, унтан масар çине тирпей кӗртет. Çавăнпа ялта та, ял çывăхӗнче те тирпейлӗ.

Паллă çынсем
100 çул хушшинче Федоровский поселокӗнчен нумай паллă çын тухнă:  Сергей Антонович Федоров – Хӗрлӗ çар, Владимир Федорович Горбунов Совет çарӗн полковникӗсем, Евгений Миндубаевич Чентаев Элмет хулинче СУ начальникӗ пулса ӗçленӗ. Чăваш литературинче йӗр хăвараканни те пур. 1935 çулта çуралнă Николай Гаврилович Мулеев аслă пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш çын ялта. Çӗнӗ Аксури вăтам шкулта ачасене чăвашпа вырăс чӗлхисене вӗрентрӗ, тава тивӗçлӗ учитель ятне илчӗ. Пушă вăхăтра калавсем, юптарусем çырчӗ. Мӗн тивӗçлӗ канăва кайиччен шкул директорӗнче вăй хучӗ. Михаил Гаврилович Мулеев та нумай çул шкулта ӗçлерӗ, вăл та сăвăсемпе хайлавсем, юптарусем çырчӗ. Тивӗçлӗ канăва кайиччен 20 çула яхăн Кивӗ Тимушкелӗнчи вăтам шкула ертсе пычӗ. Вăл паллă сăвăç-çыравçă пулнине «Асăмра тăван ял сăнарӗ», «Акăшпи тата вутчуль» кӗнекесенче вуласа пӗлме пулать. Валерий Александрович Горбунов Элметри физкультура техникумӗнчен вӗренсе тухрӗ. Салтакран таврăннăранпа районта физкультурăпа спорта аталантарнă çӗрте мӗн тивӗçлӗ канăва тухичченех тăрăшрӗ. Анчах утмăл тултарсан тепӗр кунне чӗри тапма чарăнчӗ. Çапла çамрăклах пиртен уйрăлса кайрӗ.  ЧНКЦ председателӗ Роза Николаевна Чентаева (Горбунова) та çак ялта çуралса ӳснӗ. Нумай çул Çӗнӗ Аксу ял хутлăхӗн пуçлăхӗ пулса ӗçлерӗ. Николай Федорович Горбунов шкул пӗтерсен Йошкар-Олари вăрман хуçалăх институтӗнче аслă пӗлӳ илчӗ. Малтан Аксу вăрман хуçалăхӗнче, каярах мӗн тивӗçлӗ канăва тухиччен «Шупашкар» вăрман хуçалăхне ертсе пычӗ. Анатолий Федорович Горбунов та аслă пӗлӳ илсе Федераци Казначействин Аксури уйрăмӗн пуçлăхӗнче вăй хучӗ. Виктор Валентинович Артемьев шкул пӗтернӗ хыççăн Лениногорскри ӳнерпе музыка училищинче ӳнер уйрăмӗнчен вӗренсе тухсан Шупашкара кайрӗ. Мускаври Н.Крупская ячӗллӗ искусство университетӗнче куçăмсăр майпа вӗренчӗ. Шкулта, ытти пӗрлешӳсенче вăй хучӗ. Халӗ Чăваш ӳнерçисен пӗрлешӗвӗнче тăрать. 1997 çултанпа хула музейӗнче иртекен куравсене хутшăнаканскер, халӗ те хăйӗн куравне йӗркелерӗ. Живописецăн ӳкерчӗкӗсенче ял çыннисен сăнӗсем, çут çанталăк этючӗсем...

Самара, Нурлат, Ульяновск...
Ял юбилейне паллă тума хăнасем ăçтан кăна килменччӗ пуль – Самарăран, Нурлатран, Ульяновскран... Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнчен Трещеткинсем çемйипех килсе çитрӗç. Вӗсен кукашшӗ Мурсаллим Степанович Мулеев вăрçăра пуç хунă иккен. Палăк умне килсе пуç таяс тенӗ вӗсем.
Ял юбилейӗнче йăла тăрăх ялăн социаллă пурнăçне хастарлă хутшăнакансене, палăка тума, уява ирттерме пулăшакансене: Илья Мулеева, Геннадий, Константин, Виталий, Сергей Артемьевсене, Геннадий, Анатолий Егоровсене, Гаврил Мулеева, Дмитрий Московские, Валерий Сергеева ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Алексей Макаров район пуçлăхӗн Тав çырăвӗпе чысларӗ.
Аслă çулти çынсемпе тыл ӗçченӗсем те тимлӗхсӗр юлмарӗç. Валерий Александрович Мартынов (Валери Туктар) сăвăç вӗсене хăйӗн çӗнӗ кӗнекисене парнелерӗ. Ялта тыл ӗçченӗсенчен Елюка Петровна Артемьевăпа Наталья Ильинична Артемьева кăна сывă. Елюка Петровна 1932 çулта нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ашшӗпе пиччӗшӗ вăрçăра пуç хунă. Ялах качча тухса паянхи кунчченех ялта пурăнакан Елюка аппа икӗ хӗр çуратса ӳстернӗ. Наталья Ильинична 1934 çулта Кӳшӳ ялӗнче çуралнă. 1956 çулта манăн Валя куккапа пӗрлешсе ултă ача çуратса ӳстерчӗç. Тӗп çуртра кӗçӗннипе Костьăпа пурăнать халӗ.
Ялти чи кӗçӗн Софья Горбунова та парне илме тивӗçлӗ пулчӗ çав кун. Ял уявне Çӗнӗ Аксури Культура çурчӗн пултарулăх ушкăнӗ юрă-ташăпа илем кӳчӗ. Ял çыннисем ӗçлеме те, канма та пӗлеççӗ, малашлăхӗшӗн тăрăшаççӗ. Пуласлăхӗ пур-ха ялăн, питӗ шанас килет.

Иван МУЛЕЕВ.
Çӗнӗ Аксу – Федоровка – Чистай.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День села