Абсалямов урамӗнчи ҫуртсем пысӑк ӳкерчӗксемпе илемленӗҫ
"Культурный код" фестиваль Хусанта августӑн 30-мӗшӗччен пырӗ
Хусанти пӗр ҫурт стени ҫине Абдурахман Абсалямов сӑнне ӳкерме пултараҫҫӗ
Урам искусствин "Культурный код" фестивалӗнче Хусанта темиҫе мурал ӳкерӗҫ. Вӗсенчен пӗрне тутар культурин паллӑ ӗҫченне халаллама пултараҫҫӗ. Вӑл А.Абсалямов пулма пултарни ҫинчен ТР ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Тимур Сулейманов пӗлтернӗ.
"Хальхи вӑхӑтра эскизсене алӑ пусса ҫирӗплетмен-ха, малтанласа тунӑ вариантсем ҫеҫ пур. Абсалямов пирки шантарса калаймастӑп, анчах шӑпах ӑна ӳкерме палӑррнӑччӗ малтан", – тенӗ чиновник.
"Культурный код" фестиваль Хусанта августӑн 30-мӗшӗччен пырӗ.
Тӑватӑ ҫӗршыв художникӗсем Тутарстанӑн шӗкӗр хулинчи Абсалямов тата Четаев урамӗсенчи суйласа илнӗ ҫуртсен чӳречесӗр стенисем ҫинче ҫичӗ пысӑк ӳкерчӗк – мурал тумалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев