Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ача çуртне кайсан суйласа тăмăпăр, кама параççӗ – çавна илӗпӗр терӗмӗр

Ферапонтовсен хапхине уçса кӗрсен Крымри пӗр-пӗр чаплă килкартине лекнӗ пекех туйăнса каять – хӗрӳ хӗвелпе çумăртан, юртан ятарлă витӗ сыхлать, ура айне вара плита сарнă. Алăкпа юнашар меллӗ диван ларать, урăх нимӗн ытлашши те çук. Пӗтӗм çӗрте тасалăхпа тирпейлӗх хуçаланать. Çуртра та çавăн пекех тирпей. Ахальтен мар: «Хӗрарăм çинче çурт тытăнса тăрать», – темеççӗ пуль ӗнтӗ. Хуçисене курса калаçмасăрах малтанхи пӗтӗмлетӳ тума пулать: кунта питӗ тирпейлӗ, йӗркеллӗ, тасалăха юратакан çынсем пурăнаççӗ

Шăллӗсем пиччӗшне кӗтеççӗ

Эпир кунта каламасăрах килтӗмӗр. Тӗрӗсрех каласан, хамăр килесси пирки шăнкăравласа пӗлтерме хăтлантăмăр, анчах телефона тытакан пулмарӗ. Çыхăну тӗлӗшпе чăрмавсем пулнă иккен çав вăхăтра. Анчах та пире тахçантанпа кӗтнӗ чи хаклă хăнасем пек йышăнчӗç, хамăрпа паллаштарма та тӳр килмерӗ. Пысăк кастрюльпе кăнтăр апачӗ пӗçерекен ырă кăмăллă кил хуçи арăмӗ Елена мана: «Эпӗ сире паллатăп, интернетра курнăччӗ, эсир район хаçатӗнче ӗçлетӗр», – терӗ. Çапла ăшшăн кӗтсе илнипе кăмăл тата та ытларах çемçелчӗ. Ура çăмăл пуль ман – çав самантра «Таттелеком» мастерӗсем килсе кӗчӗç те пăсăлнă çыхăнăва темиçе минутрах йӗркене кӗртсе хăварчӗç.
Эпир малти пӳрте иртрӗмӗр. Кӗрсенех стена çине çакса хунă аслă ывăлӗн Павелăн çар тумӗпе ӳкерӗннӗ портречӗ куç тӗлне пулчӗ.
– Кӗç-вӗç таврăнмалла. Чăтăмсăррăн кӗтетпӗр, уйрăмах шăллӗсем хытă кӗтеççӗ тетӗшне, – Дима ывăлне ыталанă май ăнлантарчӗ Елена.
Дима кăшт чирленӗ иккен, çавăнпа пӗр-ик кунлăха килте хăварма тивнӗ.

Ташă каçӗнче паллашнă

Григорийпе Елена Ферапонтовсем, ытти нумай ял çынни пекех, ташă каçӗнче паллашнă. Кивӗ Тахтал каччисем пӗрре Анат Çӗньяла ташлама кайнă. Григорий çавăн чух куç хывнă та чипер Еленăна, юратса пăрахнă. Вăхăта вăраха тăсмасăр авланма шутланă, ара, кӗçех салтака илсе каяççӗ вӗт атту.
– Гриша Хабаровск крайӗнче хӗсметре тăчӗ. Эпӗ унăн ашшӗпе амăшӗн килӗнче пурăнма юлтăм. Антонина Павловнăпа Петр Дмитриевич мана хăйсен хӗрӗ пекех йышăнчӗç. Эп вӗсенчен нихçан та пӗр начар сăмах та илтмен. Тав вӗсене çакăншăн. Упăшка салтакран таврăннă чух Павлик çулталăкран иртнӗччӗ ӗнтӗ, – кăмăллăн каласа парать маттур хӗрарăм.
Елена каланă тăрăх, пӗрремӗшне йывăрпа çуратнăран иккӗмӗш ачине çичӗ çултан кăна çуратнă вăл. Павлик хыççăн Эвелина ятлă хӗрпӗрчи çут тӗнчене килнӗ.

Нумай ача пирки ӗмӗтленнӗ

– Хӗре çуратсан эпӗ йывăр чирлесе ӳкрӗм. Врачсем йăнăш тунипе терӗç. Эпӗ вара йышлă çемье пирки ӗмӗтленеттӗм. Упăшкапа канашларăмăр та тăлăх ачана усрава илес терӗмӗр. Ятарлă курссенче вӗрентӗмӗр те Çырчаллинчи ача çуртне кайрăмăр. Суйламăпăр, кама параççӗ – çавна илӗпӗр терӗмӗр. Алăкран кӗнӗ-кӗмен пире хирӗç тăваттă та тултарман арçын ача чупса пычӗ, ак çак Дима пулчӗ вăл. Вăл Агрызра çуралнă-мӗн, анчах та ăна çуратнă çыннисене ашшӗ-амăшӗн прависенчен хăтарнă та ача тăлăха юлнă, – Елена Димăпа мӗнле паллашни çинчен каласа панă чух ун çине ăшшăн-ăшшăн пăха-пăха илчӗ, пуçӗнчен ачашларӗ.
Дима ун чух 3 çул та 8 уйăхра пулнă иккен, унăн шăллӗ Денис вара çулталăк та 10 уйăхра çеç. Ферапонтовсем ачасем патне пилӗк хутчен кайса килнӗ, кучченеçсем леçе-леçе панă. Ачасем хăйсем патне килекен аппапа пиччене хăнăхса çитнӗ, сывпуллашнă чух йӗме пуçланă. Улттăмӗш хутӗнче вара кирлӗ документсене хатӗрлесе çитернӗ те Овчаровсене Элкел районне илсе таврăннă.
– Денис 2 тултарнăпа пӗрехчӗ ӗнтӗ, анчах утаймастчӗ-ха. Нумай та вăхăт иртмерӗ, ачамăр утма пуçларӗ – юратупа тимлӗх пулсан тем тума та пулать иккен. Ачасем пире тӳрех аттепе анне тесе чӗнме пуçларӗç. Те  ача çуртӗнче вӗрентсе янă, те хамăр ачасем пире епле чӗннине кура... Эвелинăпа Дима пӗр çулхисем, шкула та пӗрле çӳреççӗ. Дима математикăпа, сăнарлă искусствăпа вăйлă, Эвелина – чӗлхесемпе. Киле панă ӗçӗсене уйрăмшарăн тăваççӗ, эп вӗсене юри уйрăм лартатăп, пӗр пек йăнăшсем ан туччăр тесе. Халиччен пӗр ачашăн та шкулта пит хӗрелмен манăн, – каласа парать телейлӗ амăшӗ.
Денис вара Кивӗ Тахтал шкулӗнче коррекциллӗ программăпа вӗренет, физкультура, технологи тата вулав урокӗсене кăмăллать.

Çемье пуçӗ

Çак çемьен пуçлăхне эпир çул-йӗр организацийӗнче ӗçленӗ вăхăтранпах пӗлетпӗр. Ăна коллективра ялан хисепленӗ, хакланă – тăрăшуллă та яваплă пулнăшăн. Григорий Ферапонтова «ДНК» передача валли ӳкерсе кайнă хыççăн урамра ют çынсем те паллама пуçларӗç. Çав передачăра вăл хăйӗн тепӗр аппăшне тупрӗ. Çавăн чух пӗрле ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗк халӗ ку килте чи курăнакан вырăнта тăрать.
Халӗ çемье пуçӗ «Хузангаевское» хуçалăхра ӗçлет.
– Ирхине 4 сехет те 30 минутрах килтен тухса каять. Çула май ялти тепӗр икӗ çынна пӗрле илет, унтан кӳршӗллӗ Спас районӗнчи Ямбухтинăна, Салмана, Каргополе рабочисене илме кӗрет... – мăшăрӗ çӳрекен вахта машинин маршручӗпе паллаштарать Елена.
Каçпа вара Григорий Петрович саккăрмӗш сехетре кăна киле таврăнать. Çавăнпа та кил хуçалăхӗнчи ӗçсене Елена ытларах чухне ачисемпе пӗрле пурнăçлать. Дима уйрăмах выльăх пăхма юратать иккен.

Çемье пысăк вӗт

– Çӗрулми нумай лартатпăр, пахча çимӗç, çимелли ешӗл курăк нумай ӳстеретпӗр – çемье пысăк вӗт. Ӗне, пăру, сыснасем усратпăр. Иртнӗ эрнере пăрăва пусрăмăр. Пысăк çемье валли ашсăр апат хатӗрлейместӗн. Кукăль тавраш та юрататпăр. Эпӗ чăваш апатне те хатӗрлеп, тутарăнне те. Ачасем хуплăва та, мантыне те, треугольнике те юратсах çиеççӗ. Ӗнер, ав, кишӗр кукăлӗ пӗçернӗччӗ. Пит кăмăлне кайрӗ ачасенне, тата пӗçерсе пама ыйтаççӗ, – ӗçлеме ӳркенмен кил хуçи арăмӗ кăмăллăн паллаштарать çемье пурнăçӗпе.
Тата Елена пире арçын ачасем полицейски пулма ӗмӗтленни пирки каласа пачӗ. Ăçтан çуралнă ку ӗмӗт – ашшӗпе амăшӗ пӗлмеççӗ. Тен, хăйсем пекех пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшу алли тăсас  килнипе?.. Ӗмӗт вăл – лайăх япала, хытă ӗмӗтленсен пурнăçланатех. Çапла пултăр та.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев