Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ача ҫуралассипе пирӗн республика мала тухнӑ

Демографи статистики ҫине ҫуралакансем кӑна мар, вилекенсем те витӗм кӳреҫҫӗ

 Иртнӗ ҫулхи демографи аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсемпе Федерацин Атӑлҫи округӗнче Тутарстан мала тухнӑ. Ҫакӑн ҫинчен ТР ЗАГС Управленийӗн начальникӗ Гульшат Нигматуллина ведомствон пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче пӗлтернӗ.

"2020 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсемпе республикӑра граждан лару-тӑрӑвӗн 134 пин актне регистрациленӗ. Тутарстан иртнӗ ҫулсенчи пекех, ҫемьепе демографи аталанӑвӗпе Атӑлҫи округӗнче пысӑк ӳсӗм кӑтартать. Халӑхӑн 1000 ҫыннипе пӑхсан, пирӗн республика ҫуралнӑ ачасене регистрацилессипе ПФО-ра пӗрремӗш вырӑн йышӑнать",– тенӗ вӑл.
Нигматуллина палӑртнӑ тӑрӑх, халӑх шутне стабилизацилесси ҫине иккӗмӗш тата малашнехи ачасем ҫурални витӗм кӳрет. Ҫакнашкал ачасем иртнӗ ҫул республикӑра ҫуралнӑ пепкесен 61 проценчӗ.
Демографи статистики ҫине ҫуралакансем кӑна мар, вилекенсем те витӗм кӳреҫҫӗ. Федерацин Атӑлҫи округӗнче вилекенсем Тутарстанра пуринчен те сахалтарах.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев