"Ачамсем, нихӑҫан та ан ватӑлӑр!" – тетчӗ вӑл

Республикӑри чӑвашсен мероприятийӗсене хутшӑна-хутшӑна ватӑ коммунист галстукпа пиншакне халӑх тумӗпе улӑштара пуҫларӗ
Нумайранпа мар Хусан ҫумӗнчи Высокая гора станцири Зелёная урамри пӗр ҫурта йӗс табличка илемлетме пуҫларӗ. "Ҫак пӳртре 1971-2019 ҫулсенче Ҫӳльту райкомӗн иккӗмӗш секретарӗ, ТАССР тата РСФСР тава тивӗçлӗ зоотехникӗ Виктор Никифорович Егоров пурӑннӑ" тесе ҫырнӑ унта кӗскен. Асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗре ӗҫ ветеранӗпе пӗрле тӗрлӗ вӑхӑтра тӑрӑшнӑ ҫынсем, тӑванӗсем, ҫемйи хутшӑннӑ.
Этем ӗмӗрӗ кӗске – ҫулсемпе виҫетни ӑна, кунсемпе-и – пурпӗрех сахал. Ҫапах пурнӑҫа тунӑ ҫитӗнӳсемпе виҫсе хаклама пуҫласан – сахал та мар пек туйӑнать. В.Н.Егоровӑн та ҫапларах иртрӗ вӑл, шав кӗрешӳре те ҫитӗнӳре. Ачаран парти воспитанине илнӗ ҫынсем ҫирӗп, уйрӑмах пӗр-пӗр пуҫлӑхра ӗҫлеҫҫӗ пулсан. Парти хушӑвӗпе вӑл ӑҫта кӑна ӗҫлемен, мӗнле кӑна йывӑрлӑха ҫӗнтермен хӑй вӑхӑтӗнче. Паянхи пысӑк ҫынсем унӑн вӗренекенӗсем пулнишӗн шалти хӗпӗртӳлӗх те сисӗнетчӗ.
Виктор Никифорович чӑвашлӑх юхӑмне кӗрсе кайсан эпир унпа нумай калаҫаттӑмӑр. Пурнӑҫ пурӑннӑ ҫынран вӗренмелли нумай. Вӑл шӳте-мӗне кӑмӑллани, ҫамрӑксене ӑнланни, ӳҫӑ кӑмӑллӑ ҫын пулни туртатчӗ-тӗр те ун патне яш-кӗрӗме. Пӗррехинче Республика кунне уявланӑ вӑхӑтра чӑвашсен шатерӗ патне хӑйӗн хӑнисемпе Шаймиев килсе тухрӗ. Бабай мучине палласа ыталаса илсен, пирӗн хушӑра Виктор Никифорович авторитечӗ тата та ӳсрӗ.
Ун чухне Ҫӳльту районӗнчи чӑвашсем хальхи пек пуҫтарӑнмастчӗҫ, апла пулин те, эпир Виктор Егорова ҫак районти чӑвашсен наципе культура центрӗн ертӳҫи пулма явапларӑмӑр. Тепӗр тесен ӑсӗпе, пултарулӑхӗпе, малашлӑха тавҫӑрса тӑрассипе вӑл хӑй 10 ҫынна тӑратчӗ пуль. Аса та ҫавӑн пек кӗрсе юлчӗ: "Нихӑҫан та ан ватӑлӑр!" – тесе.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
26 февраля 2021 - 12:56ТЕЧЧӖ ÇӖРӖНЧЕ ПУРĂНАТĂП, ТĂВАН ЧӖЛХЕПЕ КАЛАÇАТĂП Таврапӗлӳ мероприятийӗ халăхсен йăли-йӗркипе паллаштарчӗ2100
-
25 февраля 2021 - 13:14Кума, атя кино курма! Вӑл Нурлат районӗнчи Якаелӗнче ҫуралса ӳсни, урамра Кама леш енчи шартламасем хуҫалансан та, тӗлпулусене уйрӑм ӑшӑлӑх туйӑмӗ кӗртрӗ. Ентеш-режиссёр "Священная роща чувашского кинематографа" фильма презентацилерӗ.11800
-
25 февраля 2021 - 10:52СалаваTIK - Әпипә / Татарская народная песня / Присоединяйся к "СалаваTik"ам.5200
-
24 февраля 2021 - 14:47Ăмсанаканăн пуçӗ пăтранать, вара хăй мӗн тунине те ăнланмасть Ăмсанни вăл çапăçнинчен те юрăхсăртарах. Çапăçаканни сăлтавӗ пӗтсен çапăçма пăрахать. Каçару ыйтма та пултарать. Ăмсанакан вара нихăçан та юлташ пулмӗ. Пӗрремӗшӗ хирӗçтăрăва уççăн кăтартать, иккӗмӗшӗ – вăрттăн. Çапăçаканӗ хăйне мӗн килӗшменнине куçран калать, ăмсанакан вара ейкеленет, пăрăнать», – тенӗ Çветтуй. Ак пурнăçран тӗслӗх илер. Икӗ çын лайăх ӗç укçиллӗ вырăншăн тупăшать. Енчен те вӗсем кăмăл-сипет енчен чухăн, пурлăх енчен вара кăмăлӗ пысăк пулсан вӗсен хушшинче хирӗçтăру тухатех. Пӗри ӗмӗтленнӗ должноçа илсен уншăн конфликт пӗтет, тепри вара....21502
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ3700
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ2700
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.8101
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ248500
-
24 февраля 2021 - 14:47Ăмсанаканăн пуçӗ пăтранать, вара хăй мӗн тунине те ăнланмасть Ăмсанни вăл çапăçнинчен те юрăхсăртарах. Çапăçаканни сăлтавӗ пӗтсен çапăçма пăрахать. Каçару ыйтма та пултарать. Ăмсанакан вара нихăçан та юлташ пулмӗ. Пӗрремӗшӗ хирӗçтăрăва уççăн кăтартать, иккӗмӗшӗ – вăрттăн. Çапăçаканӗ хăйне мӗн килӗшменнине куçран калать, ăмсанакан вара ейкеленет, пăрăнать», – тенӗ Çветтуй. Ак пурнăçран тӗслӗх илер. Икӗ çын лайăх ӗç укçиллӗ вырăншăн тупăшать. Енчен те вӗсем кăмăл-сипет енчен чухăн, пурлăх енчен вара кăмăлӗ пысăк пулсан вӗсен хушшинче хирӗçтăру тухатех. Пӗри ӗмӗтленнӗ должноçа илсен уншăн конфликт пӗтет, тепри вара....21502
-
24 февраля 2021 - 08:32Чӑвашла кино Тутарстанпа утать "Кинон куракана вӑл кинозалта ларнине мантармалла", – тенӗ Роман Полански режиссер. Чӑвашла кино ҫакна тума пултарчӗ17500
-
23 февраля 2021 - 20:51«Сувар» авторӗн Альберт Кольцовăн çӗнӗ кӗнеке тухрӗ – кайăксем çинчен Кӗнеке авторӗ кайăк-кӗшӗкӗн пурнăç циклне кăна мар характерне, тыткаларăшне лайăх пӗлни курăнать. Килти кайăка мӗнле пăхса ӳстермеллине, ӗрчетмеллине вара унран аванрах пӗлекен çынна, чăнах, пӗлместӗп.17301
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика