Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ачасем Президентран дистанциллӗ вӗрентӳ хăçанччен тăсăлни пирки ыйтаççӗ

Дистанци вӗрентӗвӗн тытӑмӗ меллӗ те тухӑҫлӑ ӗçлени пирӗншӗн питӗ кирлӗ. Онлайн-платформа ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр кӑткӑслӑхсем пур. Эпир кунпа ӗҫлетпӗр

Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсенче дистанци вӗренӗвне йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнă. Ӗҫе ТР вӗренӳпе наука министрӗ Рафис Бургов, цифра аталанӑвӗн, информаци технологийӗсен тата ҫыхӑну министрӗ Айрат Хайруллин тата "Таттелеком" ПАО директорӗ Айрат Нурутдинов хутшӑннă, тесе пӗлтерет Хусан Крмелӗн пресс-служби.

Рустам Минниханов вӗрентӳ учрежденийӗсенче мӗнле ӗҫленине сӑнанӑ, вӗренекенсемпе тата вӗрентекенсемпе хутшӑннӑ. Паянхи куна республикӑра дистанци меслечӗпе вӑтам професси пӗлӗвӗн 96 организацийӗ, 41 вуз тата 1402 шкул вӗрентеççӗ. Ҫав хушӑрах вӗсенчен чылайӑшӗ вӗренӳ процесне йӗркелес тӗлӗшпе, сӑмахран, техника йывӑрлӑхӗсемпе тӗл пулнӑ.

Интернет пахалӑхне Президентпа интернет урлă калаçнă Лениногорскри нефть техникумӗн педагогӗ те асӑрханӑ. Онлайн-платформа пурне те кирлӗ пулнă пирки тепӗр чухне ҫыхӑну татăлкалать. Рустам Минниханов мӗнпур ҫивӗч ыйтӑва профиль специалисчӗсем тимлессине тата чи ҫывӑх вӑхӑтра дистанци системин ӗҫне йӗркелессине палӑртнă.

"Дистанци вӗрентӗвӗн тытӑмӗ меллӗ те тухӑҫлӑ ӗçлени пирӗншӗн питӗ кирлӗ. Онлайн-платформа ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр кӑткӑслӑхсем пур. Эпир кунпа ӗҫлетпӗр. Онлайн-вӗрентӳ системи шалтан мӗнле ӗҫленине пӗлмелле манӑн. Ҫавӑнпа та сирӗнпе хам калаҫма шут тытрӑм. Сиртен тепӗр ҫыхӑну кӗтетӗп", – тенӗ педагога Рустам Минниханов.

"Эпир халӗ Тутарстанра онлайн-вӗрентӗвӗн тулли те пахалӑхлӑ тытӑмне йӗркелеме никӗс хыватпăр. Хальлӗхе пурте яп-яках мар-ха, анчах малашне çак опыт вӗренӳ процесне хутшӑнакансене мала тухма ҫӗнӗ майсем туса парӗ", – хушса хунă ТР Президенчӗ.

Çырчаллинчи 78 № лицейӗра вӗренекенсем пуçлăхсене вӗренӗвӗн ҫӗнӗ форматне мӗнле хӑнӑхни ҫинчен каласа панă, ҫавӑн пекех уроксене пӗр платформӑпа кăна ирттерме ыйтнă. Халӗ учительсем тӳрех темиҫе вариантпа усӑ кураҫҫӗ: «Учи.ру», «Российская электронная школа», «Виртуальные факультативы» на портале edu.tatar, zoom тата ытти те. Рустам Минниханов профиль министерствисем (Цифрăпа Вӗрентӳ министерстви) ку ыйтупа ӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗ.

Ҫакнашкал вӗренӳ формачӗ хăçанччен тӑсӑлӗ-ши тесе кӑсӑкланнă вӗренекенсем. Рустам Минниханов ку коронавирус инфекцийӗ сарӑлас хӑрушлӑх пур пирки ирӗксӗр йышăннă мера пулнине палӑртнӑ. Вӑл пурне те чӑтӑмлӑ пулма тата хӑрушсӑрлӑхӑн пур йӗркине те пăхăнма ыйтнӑ.

"Эпир ҫакна тума çăмăл маррине ӑнланатпӑр. Анчах та ку йывăр тапхӑр иртет. Халӗ пирӗншӗн чи кирли – сирӗн сывлӑхăр. Ҫавӑнпа та сире хӑвӑра тата хӑвӑр ҫывӑх ҫыннӑрсене упрама ыйтатӑп. Ҫак йывăрлăха хӑвӑртрах ҫӗнтерме пӗтӗм вӑя хуратпӑр", – тенӗ республика Президенчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев