Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Ачасем, сиртен ӳкерчӗксем кӗтетпӗр!

«АСЛĂ ÇӖНТЕРӖВЕ 77 ÇУЛ»

Пӗлтӗр Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 76 çул çитнине халалласа ӳкерчӗксен конкурсне çамрăк вулаканăмăрсем хапăлласах йышăнчӗç, нумай ӳкерчӗк ярса пачӗç редакцие. Кăçал та «Сувар» хаçат редакцийӗ çакнашкал конкурс ирттересси çинчен пӗлтерет. Хальхинче вăл «Аслă Çӗнтерӗве 77 çул» ятлă пулӗ. 

Мӗн тумалла-ха конкурса хутшăнас тесен? Аслă Çӗнтерӳ темипе ӳкерчӗк тумалла та редакцие ярса памалла. Конкурса шкула кайман ачасенчен пуçласа пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗренекенсем таранччен хутшăнма пултараççӗ. Ӳкерчӗке графика, этюд, плакат, живопись, урăхла каласан хуть мӗнле мелпе те тума юрать. 

Ӳкерчӗксене е почта урлă çырупа 420066, Хусан хули, а/я 64 адреспа, е хаçатăн suvar@mail.ru электронлă адресӗпе, е 89179076881 номерпе Ватсап урлă ярса памалла. Ӳкерчӗкӗн авторӗн ячӗпе хушаматне, адресне, хăш ача садне е шкула çӳренине, миçе çултине, вӗрентекенӗ кам пулнине палăртма манмалла мар. 

Конкурса янă ӗçсене майăн 9-мӗшӗччен йышăнатпăр, хаçатăн 12-мӗш страницинче пичетлетпӗр. Пӗтӗмлетӳсене июнь уйăхӗнче тăватпăр. 

Ӳкерчӗксене ачасен çул ӳсӗмне кура тăватă категорие (4-6, 7-9, 10-13, 14-18 çултисем) пайласа çӗнтерӳçӗсене палăртăпăр, диплом тата асăнмалăх парне парса хавхалантарăпăр. 

Эппин, ӳкерчӗксем кӗтетпӗр сиртен, çамрăк вулаканăмăрсем!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев