Сувар

Ачасем умӗнче эрех ӗҫсе ан ларӑр, ашшӗ-амӑшӗ чи вӑйлӑ тӗслӗх

Ыран «Здоровье просто» YouTube-каналта черетлӗ тӳрӗ эфир иртет. Ҫӗнӗ дискуссин теми «Алкогольная зависимость и семья». Унта хутшӑнакансем этем эрехе илӗнни ҫине ҫемье еплерех витӗм кӳнине, мӗн тумаллине, кам пулӑшма пултарнине сӳтсе явӗ

Программӑн спикерӗсен шутӗнче ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева, республикӑри Наркологи диспансерӗн тӗп врачӗн ҫумӗ, ТР Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп ача-пӑча наркологӗ Степан Криницкий, тата психологи наукисен кандидачӗ, ТР Ҫамрӑксен ӗҫӗсен министерствин психологи уйрӑмӗн начальникӗ Вера Герасимова.
Интернет-куракансем тӳрӗ эфирти калаҫӑва хутшӑнса хӑйсене хумхантаракан ыйтусене пама пултараҫҫӗ. Мероприяти 18:00 сехетре пуҫланать.
Ҫак проект 2020 ҫул вӗҫӗнче ТР Минздравӗ тата Хусан патшалӑх медицина университечӗ пуҫарнипе тапраннӑ, ӑна Тутарстан Правительстви тӗрев панӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: