Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ачасен концерчӗ тӗнчене ырăрах тăвать

Концерта тӳлевсӗр кӗртеççӗ. Анчах та малтан 238-00-63, 238-43-17 телефон номерӗсемпе шăнкăравласа регистраци иртмелле. Мероприяти мӗн пур санитари нормисене пăхăнса иртет. Концерт 18:00 сехетре пуçланать.  

Халăхсем хушшинчи ачасене хӳтӗлемелли кун, июнӗн 1-мӗшӗнче Хусанти циркра эстрада искусствин «Созвездие-Йолдызлык» телефестиваль çӗнтерӳçисемпе лауреачӗсен уяв концерчӗ пулать. Куракансен çамрăк артистсен пултарулăхӗпе паллашма, çын çӳллӗш пуканесене курма супăнь хăмписем вӗрсе хăпартма май пулать. Унсăр пуçне, цирка килнӗ кашни ачана уяв ячӗпе мороженăй парнелӗç.   

Ачасене хӳтӗлемелли кун, республика ертӳçисем «Созвездие-Йолдызлык-2021» фестивальте çӗнтернӗ тата лауреуат ятне илме тивӗçнӗ 40 ачана ятарлă патшалăх стипендийӗсене параççӗ. «Çăлтăрлăхăн» директорӗ Дмитрий Туманов пӗлтернӗ тăрăх, çакнашкал ыркăмăллăх концерчӗсене вӗсем кăçал август тата сентябрь уйăхӗсенче тăвасшăн.  

Концерта тӳлевсӗр кӗртеççӗ. Анчах та малтан 238-00-63, 238-43-17 телефон номерӗсемпе шăнкăравласа регистраци иртмелле. Мероприяти мӗн пур санитари нормисене пăхăнса иртет. Концерт 18:00 сехетре пуçланать.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев