Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

 Ачасене çул çинче сусӑрланасран сыхлассине пысӑк тимлӗх

Аксури «Нежность» центрти çемьепе ачасене социаллӑ пулӑшу паракан уйрӑмăн специалисчӗсем çулçӳрев хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене аса илтерекен, правилӑсене пӑхӑнма хистекен мероприятисем пӗрмай йӗркелеççӗ. Нумай пулмасть çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ӗçлекенсемпе пӗрле ачасем валли «Асӑрханӑр – ачасем!» акци хӳттинчи питӗ кирлӗ, интереслӗ «Çул çинчи хӑрушсӑрлӑх» мероприяти ирттерчӗç

"Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗ" патшалăх учрежденийӗн Нурлатри уйрăмӗн профилактика пайӗн ертӳçи Гульфия Гималтдинова пирӗн районти, Тутарстанри çул-йӗр çинчи лару-тӑрупа паллаштарчӗ. Вӑл ачасем çул çинче сусӑрланнӑ хӑрушӑ цифрӑсене пӗлтерчӗ. Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗçтерекен сферӑра тӑрӑшакан Татьяна Мартынова çул çинче мӗнлерех хӑвна тытмалли çинчен​ ачасене ӑнланмалла каласа пачӗ.

Ачасем вара хӗрсе кайсах викторина ыйтӑвӗсене хуравларӗç, пазлсем пуçтарчӗç, çул-йӗр паллисем çинчен мӗн пӗлнине каларӗç.
Хӗрӳ ӗçшӗн парни те хаклӑ. Каçпа çутатакан йăрăмлă кепкӑсем, рюкзаксем, значоксем парса атьсене савӑнтарчӗç. Мероприяти шкула мӗнле хӑрушсӑр çитмелли çинчен ӑнлантаракан фильмпа вӗçленчӗ. Пӗлӳ кунӗ умӗн уйрӑмах çивӗч ку.

Ольга МАКАРОВА.
Аксу районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев