Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ачасене хамăрăн пăхса ӳсетрмелле

Аслӑ ӑру информацие телевизортан илет, ҫамрӑк ӑру – интернетран. Вӗсем пӗр пӗрне хирӗҫлеҫҫӗ. Ҫакна асӑрхаман ҫын суккӑр пуль е пурнӑҫран юлнӑ.

Иртнӗ шăматкун патшалӑхри паянхи лару-тӑрупа килӗшмен ҫынсем хуласен урамӗсене тухса «пӑсне кӑларчӗҫ». Тӗрӗслӗхшӗн каламалла, "прогулкӑсем" мирлӗ пулчӗҫ. Йӗрке хуралҫисене йӗркелекенсене арестлеме хушман пулсан, провокаторсем ӗçлемен пулсан, вӗсене хирӗҫ тӑракан та пулмастчӗ пулӗ.

Политиксем тӗрлӗ тӗслӗ революцисем ҫинчен, халӑха, ытларах ҫамрӑксене пӑлхатма ют ҫӗршывран укҫа куҫарни ҫинчен кӑшкӑрашма тытӑнчӗç. Ҫапла пуль, 90-мӗш ҫулсенчи ҫуклӑха курман ӑру урамсенче кӑшкӑрашмалӑх ӳссе ҫитрӗ. Кам воспитани пачӗ вӗсене, Пионери е Комсомол? Ҫук, вӗсене ют ҫӗршыв мультикӗсемлӗ телевизор тата интернет пӑхса ӳстерчӗҫ. Ҫавӑнпах пулӗ пирӗн ачасен тӑван чӗлхе вырӑнне ют чӗлхе йышӑнчӗ. Оптимизацисем, вӗрентӳ тытӑмӗн реформисем, ЕГЭ тӑван чӗлхе урокӗсене плинтус шайне антарса лартрӗҫ. Ун пек ача ӑсӗ ҫине витӗм кӳме вӑйӗ сахал чӗлхен. Вӗл кирлӗмара тухать.

Халӗ пӗлӗвӗсем сахал пулсан та, ачасем ашшӗ-амӑшӗн пурнӑҫ йӗркинчен уйрӑлса пыраҫҫӗ. Вӗсен Бузова пек модный, Харламов пек чарусӑр, Навальный пек хӑюллӑ тата, паллах, калама ҫук ӑнӑҫлӑ та пуян пулас килет. Холодильник апатпа мӗнле тулни вӗсене хумхантармасть, амӑшӗсенчен укҫа кӑларттарма чеелӗхӗ, нӗрсӗрлӗхӗ, хӑш чух вӑйӗ те ҫитет.

Навальный тата ун майлӑ ҫынсен чапӗ мӗнре? Вӗсем интернет витӗмӗнчи ҫамрӑксемпе пӗр чӗлхепе калаҫаҫҫӗ. Телевидени кирлӗ мар вӗсене. Шăматкун Ютубра (ют ҫӗршыв платформи) Навальныйӑн каналӗнчи тӳрӗ эфира пӗр вӑхӑтра 230 пин ҫын пӑхрӗ, Патша керменӗ çинчен кăларнă видеона – сехетре пӗр миллиорн çын.  Канала ҫырӑннӑ ҫынсем тӗрӗслӗхшӗн кӗрешме эфир тӑршшӗпе укҫа куҫарчӗҫ. Урамри демонстрацисем коммунистсемпе либералсем ӑнмсанмалла йышлӑ.

Обществона икке пайлас килмест манӑн, анчах та ӗҫ ҫавӑн патнелле пырать. Украинӑри пулӑмсем аса килеҫҫӗ. Унта влаҫри олигарха улӑштарсан та пурнӑҫ лайӑхланмарӗ.
Лӑпкӑ мар пирӗн патра та. Ҫак процеса чарма влаҫӑн инструменчӗсем ҫителӗксӗр. Телеграм канала та чараймарӗҫ вӗт. Ватсап, Фейсбук, Инстаграм, Твиттер, Тик Ток – ют ҫӗршыв ҫыннисен аллинче. Аслӑ ӑру информацие телевизортан илет, ҫамрӑк ӑру – интернетран. Вӗсем пӗр пӗрне хирӗҫлеҫҫӗ. Ҫакна асӑрхаман ҫын суккӑр пуль е пурнӑҫран юлнӑ.

Кун пек ан пултӑр тесен хамӑр ачасене хамӑрӑн (ҫитерсе-тумлантарса кӑна мар) пӑхса ӳстермелле. Май пур таран тӑван чӗлхе ытамӗнче. Ман шутпа влаҫӑн васкавлӑ майпа тӑван чӗлхесене тӗплӗн вӗрентес, халӑхсен культурисене аталантарас, наци кадрӗсем хатӗрлес, вырӑнти халӑхсен чӗлхисемпе интернет-ресурссем уҫса ӗҫлетерес ҫӗре пысӑк укҫа тӑкакламалла. Ун чухне лару-тӑрӑва тикӗслеме пулать. Пӗлнӗ пек ҫак ҫула суйласа илчӗ те кӑҫал Тутарстан. Апла-тӑк, шанчӑк пур.

Сантăр Элтиярӗн сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев