Сувар

Ачасене вӗлерекен экзамен

Ачасем пирӗн пурнăçăн чечекӗсем тетпӗр. Система вара çак чечексене мӗнле упрасан та таптама хăталанать.

Миçе ача çакăнчӗ, хăй çине алă хучӗ çак экзамена пула... Реформăна чарма шутламаççӗ.  Черетлӗ хыпар та çӳçентерет. 

Реклама

Шупашкарта математикăпа экзамен панă вăхăтра 11-мӗш клас пӗтерекен хӗрача вилсе кайнă. Тӗрӗслӗхшӗн каламалла, вăл ачаран инвалид пулнă, чӗрепе аптăранă. Хăйне япăх туйнă пулин те экзамен пама килнӗ. Анчах та хăйне начар туйнипе коридортах тăнне çухатать те вилсе выртать. 
Мӗншӗн-ха пире çав ЕГЭ-пе питӗ хăратаççӗ? Учительсем те шкулта 10-мӗш класа илесшӗн мар: «Енчен те ачăрсем Патшалăхăн пӗрлешӳллӗ экзаменне тытаймассине сисетӗр пулсан, 9 хыççăн коледжа кайччăр». 
Çапла ЕГЭ нерва çиекен япала пулса тăчӗ. Стресссăр пуçне ашшӗ-амăшӗсен кӗсйине те самаях пушатать вăл. Репетиторсем хăйсен пулăшăвӗшӗн сахал илмеççӗ. Хусанта вӗсен пӗр сехет ӗçӗ 1 пин тенке яхăн тăрать. 

Теги: В мире
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: