Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ачине витрере путарнăшăн 3 çул панă

Пăва районӗнчи Альших ялӗнче кăçал май уйăхӗн 4-мӗшӗнче пулнă преступление ниепле те тӳрре кăларма çук...

Пăва районӗнчи Альших ялӗнче кăçал май уйăхӗн 4-мӗшӗнче пулнă преступление ниепле те тӳрре кăларма çук. Лупас айӗнче, медицина пулăшăвӗсӗр пулсан та, тӗрӗс-тӗкелех çуралнă ачине амăшӗ хăй алипех, кушак çурине путарнă пек, шыв тултарнă витрене янă. Унтан кӳршисен хупăннă хуралтисем патне кайса хунă. Мӗн хистенӗ ăна ачине вӗлерме – паллă мар. Çуратас шухăшлă пулман-тăк, çие юлсан больницăра учета тăман пулӗччӗ-тӗр. Ачине çуратсан та акă, больницăна кайнă вăл. Шăпах тухтăрсем тӗрӗслев вăхăтӗнче асăрханă та ачи çуккине, унтан кун çинчен полицие пӗлтернӗ.

Ачана вӗлерни, хăв çуратни пулсан та, калама çук пысăк çылăх, каçарма çук преступлени. 40-ри хӗрарăм енӗпе пуçарнă уголовнăй ӗçе суд çак кунсенче пăхса тухса тӗрӗслев вăхăчӗ палăртса виçӗ çула условно ирӗкрен хăтарма приговор йышăннă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия