Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АЧИНЕ ТЕ, АШШӖНЕ ТЕ АЛИМЕНТ

Мăшăрӗпе уйрăлнă хыççăн çамрăк ăрăва пӗччен ура çине тăратакан ашшӗсем çемьерен кайнă амăшне ӳлӗм ачашăн çеç мар (ăна халӗ те тӳлеççӗ) хăйсемшӗн те тӳлеттерӗç.

Мăшăрӗпе уйрăлнă хыççăн çамрăк ăрăва пӗччен ура çине тăратакан  ашшӗсем çемьерен кайнă амăшне ӳлӗм ачашăн çеç мар (ăна халӗ те тӳлеççӗ) хăйсемшӗн те тӳлеттерӗç. Кун пирки РФ Патшалăх Думи виççӗмӗш вулавра  закон йышăннă та ӗнтӗ, анчах документ вăя кӗмен-ха. Федераци Канашӗ йышăнса Президент алă пуссан вара чăнах та çемьерен кайнă хӗрарăм ачишӗн те, ăна пăхса укçа-тенкӗ тăкаклакан упăшки пулнă çыннине те алимент тӳлӗ. Халиччен инвалид-ачапа юлакан ашшӗсем кăна çакăн пек йӗркепе усă курма пултарнă. Упăшкинчен йывăр çын пулса юлнă хӗрарăмсем вара виçӗ çула çитиччен ачишӗн те, хăйшӗн те алимента пама суда заявлени çырма пултарнă.

Ку закона Федераци Канашӗ йышăнса Президент алă пуссан ача ашшӗ арăмӗ пулнă хӗрарăма хăйшӗн алимент тӳлеттерме иск çырма пултарть. Çапла арçынпа хӗрарăм прависем те, тивӗçӗсем те танлашаççӗ тесе шутлаççӗ депутатсем. Юлашки çулсенче пӗччен ача ӳстерекен арçынсем йышланнине асăрханă вӗсенм.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Семья