Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ăçта чăваш пурăнать, унта хăмла ӳсет

Латинсем хăмлана Humulus lupulus тенӗ. Хăмла яланах хӗвеле май ӳсет. Вăл кунне темиçе сантиметр таранччен ӳсме пултарать. Сăра вӗретме ама-хăмла кăна юрăхлă, аçи – юрăхсăр. Типӗтнӗ хăмла улăмран хытăрах çунать, мӗншӗн тесен унта альфа-кислотасем пур.  Хăмлан лăплантаракан эффекчӗ пур, çавăнпа та унран минтерсем туса сутакансем сахал мар.

Авалхи шумерсем хăмларан сăра вӗретнӗ. Пăлхарсем Владимир кнеçпе тупа тунă чухне хăмла путсан пирӗн туслăх татăлать тесе çырни пур. Уява ăстанă чухне качча кайман хӗрсем хăмла вӗçтереççӗ. Ăçта чăваш пурăнать, унта хăмла ӳсет. Хăмла пирӗн халăх палли, патшалăх гербӗ çинче те пур.

Латинсем хăмлана Humulus lupulus тенӗ. Хăмла яланах хӗвеле май ӳсет. Вăл кунне темиçе сантиметр таранччен ӳсме пултарать. Сăра вӗретме ама-хăмла кăна юрăхлă, аçи – юрăхсăр. Типӗтнӗ хăмла улăмран хытăрах çунать, мӗншӗн тесен унта альфа-кислотасем пур.  Хăмлан лăплантаракан эффекчӗ пур, çавăнпа та унран минтерсем туса сутакансем сахал мар.

Чăваш Республикинчи Çӗрпӳ районӗнче хальхи вăхăтра хăмла пуçтараççӗ. Чăваш Ял хуçалăх наукăпа тӗпчев институчӗн хăмлалăхӗсенче те «симӗс ылтăн» нумай кăçал. Хальхи вăхăтра типӗтнӗ хăмлан пӗр килограммне 530-550 тенкӗпе пуçтараççӗ. Ӳстерессипе, çумлассипе, пуçтарассипе çыхăннă ӗç çине пайласан çак хисепе – савăнмалли ытла нумаях мар. Апла пулин те Чăваш Ен хăйӗн брендне ӳстерме чарăнмасть. Вăл продукципе сăра вӗретнӗ çӗрте çеç мар, апат-çимӗç производствинче те, медицинăра та, косметологире те усă кураççӗ.

Çӗрпӳ районӗнчи хăмла анисем çинче тап-таса, пӗр çум-курăк та çук. Çӗр ӗçченӗсем агротехника йӗркине кирлӗ пек тытса пыни сисӗнет. Хирте тăрăшакансем хăмлан ултă метрлă вуллине алăпа касаççӗ те трактор çине тиесе шӗкӗлчекен комбайн патне илсе каяççӗ. Пухнă хăмалан типӗтнӗ виçи пӗр гектратан 7,61 центнер тухать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев