Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ĂÇТА-ШИ ЭСИР, ТУССЕМ?

Чăваш Енре «Офицеры Вольского разных лет» союз та йӗркелерӗмӗр. Кӗнеке те кăларнă. Теприне хатӗрлетпӗр. Сиртен биографи, сăнӳкерчӗксем кӗтетӗп

1-мӗш сăнӳкерчӗкре 1974 çулта Елабугăри милици спецшкулӗнчен вӗренсе тухнисем. Тутарстан çыннисем унта чылайăн. 1-мӗш ретре сулахаялла: Галя Филимонова, Шупашкарта милицире ӗçлетчӗ. Унпа çуммăн Хусанта службăра тăракан Герасимовăпа Козлова. Вӗрентӳ центрӗн ертӳçи Садыков подполковник, Елабугăри спецшкулăн начальникӗ Абуталипов подполковник, патшалăх комиссийӗн председателӗ Сергеев, начальник çумӗ Салихов майор.
3-мӗш ретрен 5-мӗш – Мензелери Серебряков, ун çумӗнче Чистайри Карпов. Çак ретри А.Гаврилов, В.Петров, В.Денисов Чăваш Енӗн ШӖМӗнче полковника çитрӗç, министр çумӗнче ӗçлесе канăва тухрӗç. Ыттисен шăписем мӗнлерех-ши? Сăнӳкерчӗкре палласа илейӗç-ши хăйсене е вӗсен тăванӗсем? Сывах-ши? «Мы учились в Елабуге» кӗнеке хатӗрлетпӗр, çавăнпа та биографийӗре, сăнӳкерчӗкӗрсене, ачăр-мăнукăрсенне те, ярса парăр. Сасă парăр, юрист-офицерсем, ШӖМ ветеранӗсем!

2-мӗш сăнӳкерчӗкре Вольский аслă çар училищин 4-мӗш батальонӗн 11-мӗш ротин 113-мӗш взвочӗн курсанчӗсем (1966 çул).
2-мӗш ретре сулахайран сылтăмалла: Медведев (Тутарстан), Дунин, взвод командирӗн (Анатолий Костюг) çумӗ, А.Максимов сержант.
1-мӗш ретре: Нуриев, Халилов (Тутарстан).
Халӗ вӗсем запасри полковниксем пуль ӗнтӗ, çур ӗмӗр ытла иртрӗ те. Шăпăр мӗнле-ши сирӗн, манăн курсантсен? Эпӗ сирӗн командирăрччӗ вӗт.  Хыпарлăр!
Чăваш Енре «Офицеры Вольского разных лет» союз та йӗркелерӗмӗр. Кӗнеке те кăларнă. Теприне хатӗрлетпӗр. Сиртен биографи, сăнӳкерчӗксем кӗтетӗп.
Манăн адрес: 429565, Чувашия, Мариинско-Посадский район, д. Ускасы. Тел. 8-929-996-11-31.

Анатолий МАКСИМОВ.
РФ Писательсен, Журналистсен союзӗсен пайташӗ, ЧР хисеплӗ таврапӗлӳçи, нумай кӗнеке авторӗ.

Вольский аслă çар училищин курсанчӗсем.

Елабугăри милици шкулӗнчен 1974 çулта вӗренсе тухнисем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев