Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ăçтан вӗсенче ман номер?!

2019 çулта Центробанк инвестицисенчен пысăк тупăш пулать тесе улталакан 700 мошенникла компание тăрă шыв çине кăларнă. Вӗсем çынсен контакчӗсене социаллă сетьсенче е телефон номерӗсен легаллă мар базăсенче тупаççӗ. Укçасене çухатас мар тесен аферистсене уйăрса илме пӗлмелле, çакăн валли вӗсене тӗрӗс ыйтусем памалла.

Ăçтан вӗсенче ман номер?

Варантсенчен пӗри – мошенниксем ăна «хура» пасарта туяннă, унта çынсен номерӗсем кибератакăсем хыççăн тухаççӗ. Е пӗр-пӗр компани хăйӗн даннăйӗсене кирлӗ пек хӳтӗлеймест, е эсир телефон номерне хăварнă лавккара е кредит учрежденийӗнче маларах ӗçленӗ çын телефон номерӗсене вăрласа шулӗксене сутнă. Мӗн пур япалан хакӗ пур, çав шутра телефон номерӗн те.

Мана шăнкăравласа финанс сервисӗсем сӗнеççӗ. Ултавçă шăнкăравланине мӗнле уйăрса илмелле?

Сире мошенниксем алла илме хăтланни тӳрех курăнать:
– сире канмалли кунсенче е ӗç вăхăчӗ иртсен уйрăм сотовый телефонпа шăнкăравлаççӗ;

– калаçу шăнкăравланин тӗллевӗнчен мар, тӳрех ӗç çине сиксе ӳкенинчен пуçланать, калăпăр, «наверное, вам уже приходили разные предложения, но такого вы ещё не встречали» текен фразăсем;

– трубка леш енче калаçакан хумханать, пуплевӗ тӗрӗс мар, чăркăшланма та пултарать;

– сӗнӳре тупăш питӗ пысăк пулать тесе шантараççӗ, ăна илес тесен нимӗн те тумалла мар. Тӗслӗхрен, «гарантированный пассивный доход 50% годовых».

Банксемпе финанс организацийӗсем ун пек тумаççӗ. Вӗсем клиентсене ӗç вăхăтӗнче кăна шăнкăравлаççӗ, сотрудниксем хăйсен ятне, должноçне пӗлтереççӗ,çынна хисеплесе калаçаççӗ.

Ултавçă шăнкăравланине пӗлес тесен мӗнле ыйтусем памалла-ха?
Шăнкăравлакан мӗнле организацирен пулнине ыйтса пӗлӗр, Центробанк сайтӗнче финанс компанийӗн лицензине тӗрӗслӗр. Компанисем хăйсен сайчӗсем çине те лицензийӗсене пичетелеççӗ. Енчен те компани комисси пирки тӗплӗ информаци парать пулсан – аван, ăна конкурентсен комиссийӗсемпе танлаштарăр. Компанин ятне Яндексра шыраса пăхăр: енчен те вăл улталанă тӗслӗхсем пур-тăк, жалобăллă е судпа çыхăннă материалсем тупатăр. Енчен те сире шăнкăравлакан «сотрудник» ыйтусем çине татăклăн хуравлаймасть пулсан е компанин даннăйӗсене интерентра тӗрӗслеме май çук-тăк, калаçăва вӗçлемелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев