Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Афган çӗрӗнче, Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă ентешсене асра тытатпăр

Пирӗн музейре Çар мухтавӗн кӗтесӗ пур. Унта Сиктӗрме шкулӗнче вӗреннӗ, хăйсен тивӗçне Тăван çӗршыв умӗнче пурнăçланă ентешӗмӗрсем çинчен пуян информаци упранать. Ачасене тӗплӗн каласа патăмăр хамăр шкулта вӗреннӗ паттăрсем çинчен. Элкел районӗнчен Афган çӗрӗнче, Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă ентешӗмӗрсене асăнса пӗр минут шăп тăтăмăр.

Муса Джалиль... Легендарлă совет поэчӗн ятне илтсен ватă вӗрентекен, «Хисеп Палли» орден кавалерӗ Гликерия Илларионовна Белова каласа пани аса килет. 1934 çулта пирӗн района творчествăлла командировкăна килсен Муса Джалиль ун чухнех палăрма ӗлкӗрнӗ чăваш поэчӗн Петӗр Хусанкайăн тăван ялӗнче Сиктӗрмере те пулнă иккен. Петӗр Хусанкайăн пирвайхи вӗрентекенӗпе Наталья Яковлевна Яковлевăпа 5 сехет калаçнă тет вăл. Çакна ун чухне çап-çамрăк вӗрентекен пулнă Гликерия Худякова (хӗр чухнехи хушамачӗ) лайăх астăвать. 

Чылайччен шухăшланă, аса илнӗ хыççăн вăл мӗн пирки калаçнине те аса илчӗ. Ун чухне ТАССР Писательсен союзӗ Муса Джалиле чăваш литературин классикӗн Константин Ивановăн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмине тутарла куçарас ӗçӗн литература редакторӗ пулма çирӗплетнӗ-мӗн. Тӗлӗнмелле талантлă чăваш поэчӗн пурнăçӗпе пултарулăхӗ пирки унпа Чӗмпӗр чăваш шкулӗнче пӗрле ӗçленӗ Наталья Яковлевнăран тӗплӗнрех ыйтса пӗлме çывăх тусне шăп Хусанкай сӗннӗ иккен. 

Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш çулӗсенчен пуçласа Наталья Яковлевна тăрăшнипе поэтăн кашни çуралнă кунне пирӗн ялта чаплăн, тарăннăн паллă тăваççӗ. Кашни хутӗнчех пире мӗн уйăрса тăни çине мар, мӗн пӗрлештерни çине пусăм тăваççӗ. 

Кăçал та Муса Джалилӗн çуралнă кунне П.П.Хусанкай музей-клубӗн ӗçченӗсем тата Сиктӗрме шкулӗн вӗрентекенӗсем аван ирттерчӗç – ачасене поэт пурнăçӗпе пултарулăхӗ, унăн паттăрлăхӗ çинчен тӗплӗн каласа пачӗç. Шкул ачисем Алмаз Вафин ертсе пынипе Джалилӗн чуна витерекен сăввисене чăвашла, тутарла тата вырăсла вуларӗç, литература викторинин ыйтăвӗсем çине хуравларӗç. 

Кӗнеке куравӗ те хатӗрленӗ. Ирина Юманова библиотекарь курава тăратнă произведенисен авторӗсем пирки каласа пачӗ. Вӗсем пурте Джалильпе çыхăннă. Вӗренекенсем Муса Джалиль ячӗллӗ преми лауреачӗсен – Туфан Миннуллинăн, Роберт Миннуллинăн, Рафаэль Мустафинăн, Ренат Харисăн, Джалиль сăввисене чăвашла куçарнă Валери Туркайăн музее килсен çырса хăварнă çырăвӗсене вуларӗç. 

Февралӗн 15-мӗшӗнче Совет çарӗсене Афганистанран кăларнăранпа 34 çул çитрӗ. Пирӗн салтаксем ун чух çӗршыв вӗсен умне лартнă задачăсене пурне те кирлӗ пек пурнăçланă. Пирӗн музейре Çар мухтавӗн кӗтесӗ пур. Унта Сиктӗрме шкулӗнче вӗреннӗ, хăйсен тивӗçне Тăван çӗршыв умӗнче пурнăçланă ентешӗмӗрсем çинчен пуян информаци упранать. Ачасене тӗплӗн каласа патăмăр хамăр шкулта вӗреннӗ паттăрсем çинчен. Элкел районӗнчен Афган çӗрӗнче, Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă ентешӗмӗрсене асăнса пӗр минут шăп тăтăмăр. 

Юлашкинчен тутарсен паллă юрăçи Ильгам Шакиров шăрантаракан «Туган тел» юрра итлесе савăнтăмăр. 

Олег МУРЗИН,

Петӗр Хусанкай музейӗн заведующийӗ.

Элкел районӗ, 

Сиктӗрме.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День защитника Отечества