Афганистанра каллех вăтам ӗмӗрсенчи саккунсем вăя кӗме пултараççӗ
Юлашки хыпар тăрăх, талибсем Афганистанра наркотик ӳстерме тата сутма çӗнӗрен чарасшăн.
Талибсем Афганистанăн тӗп хулине çапăçусăрах йышăннă. Америка эксперчӗсем шутланă тăрăх, виçӗ уйăх ытла тăшмана хирӗç тăма пултаракан Кабулăн 300 пин салтаклă гарнизонӗ самантрах саланса кайнă. Халӗ террористсен хурапа çырнă шурă ялавӗ патшалăх учрежденийӗсем тăрринче вӗлкӗшет.
«Талибан» группировкине (Раççейре вăл террористсен ушкăнӗ саккунсăр шутланать) кӗрекенсем Америка салтакӗсем Афганистанран кайсан унăн провинцийӗсене пӗрин хыççăн терине хăйсен айне тума пуçларӗç. Хуласене кӗрсен тӳрех шкулсемпе банксене, косметика сутакан лавккасене çунтараççӗ тет. Хальлӗхе пӗр Пашмир провинцийӗ кăна талибсене пăхăнман. Йышăннă регионсенче халăха ытлашши хӗсӗрлени хальлӗхе илтӗнмест. Унта ҫурри пуштунсем (талибсем майлӑ), халӑхӑн тепӗр пысӑк пайӗ - таджиксем (моджахедсем майлӑ).
Талибан хӗç-пăшалпа усă курса Афганистанра пӗрре (1996-2001 çулсенче) влаçа моджахедсенчен туртса илнӗччӗ ӗнтӗ. Вăл вăхăта астăвакансем пур. Талибсем шариат саккунӗсемпе пурăнаççӗ. Вӗсем тăрăх, хӗрарăмăн обществори вырăнӗ арçыннăннинчен самай пӗчӗкрех. Хӗрсен 12 çултан иртсен шкулта вӗренме, арçынсăр килтен тухма, макияж тума, çынсем пухăннă вырăнта питне кăтартма, радиопа телевиденире ӗçлеме юраман. Аскăнчăксене Урăхла каласан – вăтам ӗмӗрсен вăхăчӗнчи пек.
Халӗ Афганистанри çӗнӗ влаç хӗрарăмсене хӗсӗрлеме шутламанни пирки Европăра илтмелле пӗлтерет. Телевиденире вӗсен представителӗсенчен хӗрарăм-журналистсем интервью илеççӗ. Афганистанри ют çӗршыв компанийӗсенче ӗçлекенсене йӗрлемессине пӗлтереççӗ талибсем, пурне те пырса тивекен амнисти кӗртнӗ. Апла пулин те çӗршывран тухса каяс текенсем паянхи кун нумай. Талибсен сучӗ тӗрӗс те хăрушă, вăл мăсăльман культуринчен тухать, çавăнпа та афганецсем çӗнӗ йӗркене лăпкăн йышăннă: мăшăра урăххипе çӳресе улталанăшăн чӗрӗлле пытарнă, вăрра тӗрмене лартман, аллине каснă тата ытти те.
Анчах та 2001 çулхи сентябрӗн 11-мӗшӗ хыççăн талибсем пӗрремӗш номерлӗ тӗнче террористне Усама Бен-Ладена хăйсем патӗнче пытараççӗ. Америка салтакӗсем Афганистана кӗрсе талибсен влаçне кисретеççӗ.
Çапах чи пӗлтерӗшли – талибсем Афганистанра хуçаланнă чухне опий мăкăньне ӳстерме чарнă. Наркотрафик çулӗсене пӳлнӗ. Американецсем Кабула илсен наркăмăш çулӗсем тата анлăрах сарăлнă.
Юлашки хыпар тăрăх, талибсем Афганистанра наркотик ӳстерме тата сутма çӗнӗрен чарасшăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев