Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Ага-Базар» июлӗн 22-23-мӗшӗсенче иртрӗ

Пăлхар çӗрӗ çинче «Ага-Базар» X–XV ӗмӗрсенчех пулнă. Атăлçи Пăлхара инçетри çӗршывсенчен усламçăсем, ахаль çынсем, тавар туянас текенсем килнӗ. Халь çак вырăн Кама шывӗнче пӗчӗк утрав пек юлнă, йывăçсем хупласа илнӗ ăна.

Этнофестивале Спас муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Ф.В.Мухаметов уçрӗ. Куракансене саламласа 2010 çулта Пăлхар хулашне çӗнӗ пурнăç вӗрсе кӗртме тытăннине аса илчӗ вăл. Ӗмӗрсем хушши ишӗлсе манăçа тухса пыраканскере Тутарстанăн пӗрремӗш Президенчӗ Минтимер Шаймиев çине тăрса Пăлхара тата Свияжска çӗнӗ пурнăç пама уçнă «Возрождение» фонд пулăшнипе Атăлçи Пăлхарăн хули çулран çул илемленсе пынине палăртрӗ. ТР Президенчӗ Р.Н.Минниханов, Патшалăх Канашçи М.Ш.Шаймиев пулăшнипе çакăн пек ӳсӗмсем тунине палăртрӗ вăл. Нумай çул «Возрождение» фонда ертсе пынă Татьяна Ларионовăна тав турӗ: «Юсав ӗçӗсем пынă чух эпир çыхăнса канашламан кун иртмен. Пăлхар çӗрне Татьяна Петровна урлă та пирлӗ ута-ута тухнă».Çак сăмахсене ахальтен каламарӗ Фаргат Вагизович, вăл 2013 çултанпа Пăлхар заповедникӗн директорӗнче ӗçленӗ. Çавăнпа юсав ӗçӗсен нуши-тертне аван пӗлет. 

Район пуçлăхӗ заповедник ӗçченӗсене ырлама та манмарӗ. Вӗсем кунӗн-çӗрӗн канмалли кунсем çинчен манса ӗçлеççӗ, туристсен шучӗ вара ӳссех пырать – 2010 çулта 30 пин турист Пăлхар çӗрӗ çинче пулса курнă, пӗлтӗр – 583 пин. Кăçал çур çулта çеç 360 пин çынна йышăннă заповедник.

«Ахальтен мар В.Путин 2022 çула Раççей халăхӗсен культура еткерлӗхӗн çулталăкӗ тесе йышăннă. Мӗншӗн тесен  ниме пăхмасăр культура, искусство чун хӗлӗхӗсене питӗ асăрхануллăн сӗртӗнсе тăван çӗршыва юратма вӗрентеççӗ, – терӗ РФ Патшалăх Думин депутачӗ Татьяна Ларионова. – Пăлхар çулран çул лайăхланать, чиперленет. Истори çеç нимӗн улшăнми юлать Пăлхар çӗрӗ çинче». 

«ТатКультРесурсЦентр» Патшалăх бюджетлă учрежденийӗн директорӗ  А.Р.Мифтахова ТР культура министрӗн ятӗнчен саламларӗ. «Çак фестивальте эпир Тутарстанра авалтан пурăнакан халăхсен культурипе творчествине кăтартасшăн», – терӗ вăл. Пăлхар заповедникӗн директорне Р.Р.Зиганшина фестивале йӗркелесе ирттерме пулăшнăшăн тав турӗ. Этнофестивалӗн  канмалли кунсене çемьепе кăмăллăн ирттермелли мероприяти пулмалла тесе шутлаççӗ ăна йӗркелекенсем. «Ага-Базартан» Пăлхарăн брендне тума ӗмӗтленеççӗ паян.

Официаллă пай ӗçре палăрнă культура ӗçченӗсене наградăсем панипе вӗçленнӗ хыççăн Тутарстанри тӗрлӗ районтан килнӗ фольклор ушкăнӗсем утса иртнипе уçăлчӗ этнофестиваль. Кашни ушкăн сцена çине тухса пултарулăхне кăтартрӗ. Хусанти «Мирас» (ертӳçи ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Д.Умеров) ача-пăча ташă коллективӗн композицине ырлас килет. Калăн, ăна хореограф ятарласа Пăлхар çӗрӗ çинче ташлама лартнă. Ташăçăсем те сăнарӗсене калама çук ăста, çăмăллăн кăтартаççӗ куракана.

Журналистсене ертсе килнӗ гид Ренат «Ага-Базара» пасар тесе ăнланни тӗрӗс мар, ярмаркка сăмах килӗшӳллӗрех», – тени чăна килчӗ. Йӗркелӳçӗсем темиçе площадка хатӗрленӗ. Кашнинчех мӗнле те пулин мастер-класс е пултарулăх концерчӗ иртет: ухăран пеме вӗрентекенсем те пур, тутар халăх ташшин элеменчӗсене те вӗрентеççӗ. Сутуçăсем вара касăн-касăн ларса тухнă. Хӗвелтен пытанма панамка туянатăн-и, тăм шăхлич-и, чӗнтӗрлесе çыхнă хитре çухасем тата мӗнле илӗртеççӗ?! Курмалли те, кăмăл пулсан туянмалли те пайтах. Халăх сиплевçисем, тӗслӗхрен, чей хатӗрлеме вӗрентеççӗ. Кашни халăх хăй манерлӗ чей хатӗрлет иккен.  

Эпир «Ага-Базарта» чăвашсемпе те тӗл пултăмăр. Спас районӗнчи Яшпашелти 9 çул вӗренмелли шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Татьяна Владимировна Аптрейкина «Ага-Базара» хăйӗн вӗренекенӗсемпе килнӗ. Вырăс ачисене те чăвашла вӗрентет. Шкулӗ пысăк мар Яшпашелте, паянхи куна 14 ача çеç вӗренет. «Анчах вӗсем тăрăшуллă», – ырлать ачасене Татьяна Владимировна. 2008 çултанпа, ӗçлеме пуçласанах Т. Аптрейкина ташă кружокӗ йӗркеленӗ. «Паян икӗ хутчен ташлама ӗлкӗрчӗç те ӗнтӗ, тата ташлама тухатпăр», – тет кăмăллăн вӗрентекен. Ташланисӗр пуçне вӗренекенсем тӗрлеме те ăста. Авалтан пыракан  алă ӗçне те Татьяна Аптрейкина хăнăхтарать вӗренекенсене. «Ага-Базара» илсе пынă ӗçӗсене пăхсан мухтамасăр чăтаймăн – питӗ таса, пӗлсе тӗрленӗ, çип тӗсне те килӗшӳллӗ суйласа илнӗ. «Хӗрачасем сахалланаççӗ, арçын ачасене ташша хăнăхтарасшăн», – каласа парать Татьяна Владимировна. 

Чăвашсен килӗ-çурчӗ умӗнче Пăлхар чăвашӗсемпе паллашрăмăр. Нинăпа Иван Титовсем 1975 çултанпа Пăлхарта пурăнаççӗ. Ку мăшăрпа çитес номерсенче сире çывăхрах паллаштарăпăр. «Ага-Базарта» Титовсем тăванне, Спас районӗнчи хастар чăваша Валентина Михайловна Якличевăна чăваш килне пуçтарса пăхса тăма пулăшма килнӗ.

Пӗрремӗш кун фестиваль çӗрлеччен пулчӗ. Кашни сцена  интереслӗ юрăсемпе, ташăсемпе хăй патне илӗртрӗ: «ДЭРРЭУ ФОЛК САУНД»  этно-музыка лабораторийӗ вырăс, тутар, чăваш, крешӗн юррисене питӗ çӗнӗлле, хăйне евӗрлӗ юрларӗ. Казахстанран килнӗ эстрада юрăçисем Жолдасбек Абдиханов тата Aleks Ataman – паллă артистсем. Тутар халăх юмахӗсемпе усă курса ӳкернӗ «Водяная» кинофильма Кама çыранӗнче пăхни романтика мар-и тата?

Иккӗмӗш кун фестиваль программи 9 сехетре пуçланчӗ, каçхине улттăчченех пычӗ вăл. Ку кун та интереслӗ иртрӗ. Наукăпа практика конференцийӗ ӗçлерӗ, тӗве фермине кайса тӗлӗнтермӗш чӗрчунсене сăнаса савăнчӗç. Каллех мастер-классем, суту-илӳ, çӗнӗрен те çӗнӗ ӗçсене хăнăхрӗç фестивале килнисем. Йӗркелӳçӗсем «Ага-Базарта» 20 пин çын пулнине шутланă. Апла этнофестивалӗн пуласлăхӗ пысăк, килес çул тата вăйлăрах иртӗ вăл, тата нумайрах çынна хăй патне пухӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗсенче яшпашелсем – Арина Башкирова, Ангелина Трифанкина, Софья Березкина, Полина Башкирова вӗрентекенӗпе Татьяна Аптрейкинăпа).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество