Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Агроклассем пурнăçа кӗрсе пырӗç

ТР Ял хуçалăхпа продовольстви министерстви пӗнлтернӗ тăрăх, сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа республикăра агроклассем йӗркелес ӗç пуçланать. Системăна ӗç ушкăнӗ хатӗрлӗ.

«Тутарстанăн агропромышленность комплексне квалификациллӗ çамрăк специалистсем кирлӗ. Паянхи куна ял хуçалăхӗнче тăрăшакан 30 çул тултарман çамрăксен хисепӗ пурӗ те сакăр процентпа çеç танлашать. Эпир тӗрев пама, вӗрентме, ăнлантарма тата ӗçе вырнаçтарассипе пулăшма хатӗр. Ачасен пултарулăхне ӳстерсе кадрсене хатӗрлеме çакнашкал агроклассем йӗркеленеççӗ», – тесе палăртнă ТР ял хуçалăхпа продовольстви министрӗ Марат Зяббаров.

Проекта пурнăçа кӗртессинче аграри вузӗсемпе ятарлă вăтам пӗлӳ паракан заведенисем, çавăн пекех агропромышленность комплексӗнчи предприятисем хутшăнӗç. Агроклассенче профиллӗ вӗрентӳ йӗркелӗç, вăл вăйăсен, экспериментсен, конкурссен форматӗнче иртӗ. Производство практики те кӗтет ачасене.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев