Сувар

"Ак Барса" хирӗҫ вылякан командӑн капитанӗн юнӗнче наркотик йӗрӗсене тупнӑ

Ку Алексей Емелин наркоман пулнине пӗлтермест, ӑна наркӑмӑшлантарма та пултарнӑ.

Хусанти матч хыҫҫӑн аптӑраса ӳкнӗ Емелина реанимобильпе 15 сехет хушшинче Мускава илсе ҫитернӗ. 

Паян  ТР Шалти ӗҫсен министерствиу Мскаври Склифософский ячӗллӗ больницӑра выртакан Алексей Емелин хоккеист юнӗнче наркотик тупни ҫинчен пӗлтерчӗ. 

"Экспертиза результачӗсем ҫитрӗҫ. Анализра наркотиклӑ хатӗрсен йӗрӗсене тупнӑ. Тӗрӗслев пырать, – тесе пӗлтернӗ "Татар-информ" агентствона ТР ШӖМӗнче. – Пирӗн сведенисемпе сӑмах марихуана тата героин йӗрӗсем пирки пырать."

Хӑш чух мӗн шутламаллине те пӗлместӗп. Ку хыпар паянхи, Балагихӑра иртекен серири виҫҫӗмӗш вӑйӑ ҫине те витӗм кӳме пултарать. Ҫапах, тӗрӗслев вӗҫленессине кӗтер.

Сӑнӳкерчӗк  https://www.hawk.ru/ сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: