Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫакӑ сирӗн пурнӑҫра ҫӑлса хӑварма пултарать

Патшалӑх ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗ ҫынсене пӑрлакпа тӑман вӑхӑтӗнче асӑрхануллӑрах пулма ыйтнӑ Прогнозсем тӑрӑх, ҫывӑхри талӑкра Тутарстан Республикинче ҫанталӑк условийӗсем начарланаҫҫӗ. Республика территорийӗнче тӑман тухать, вӑйлӑ ҫилпе пӑрлак ҫула тухакансене кансӗрлӗҫ.

Ҫакна кура ТР Патшалăх автоинспекцийӗ водительсене ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пӑхӑнма ыйтать. Ҫул ҫинче хӑрушлӑхсӑр хӑвӑртлӑхпа пымалла, сасартӑк чарӑнассинсен тата хӑвӑртлӑха ӳстерессинчен асӑрханмалла. Ачасене ятарлӑ автокреслосенче лартса ҫӳремелле.
Ҫуран ҫӳрекенсен те ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнмалла. Ҫул урлӑ каҫнӑ чухне машинасем чарӑннинче иккӗленмесен тин тапранмалла, юраман ҫӗрте ҫул урлӑ чупса каҫмалла мар. Тум ҫинче ҫутта тавӑракан элементсем пулмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев