Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев уяв ячĕпе саламлать.

Хаклӑ ентешӗмӗрсем, чӑвашсем!

Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Пире, пӗтӗм чӑваш халӑхне, аннемӗрсен сӑпка юррийӗн витӗмӗпе чуна кӗрсе вырнаҫнӑ, пуҫласа пӗрремӗш сӑмахсем каланӑ тӑван чӗлхе пӗрлештерет. Тӑван чӗлхе — хаклӑран та хаклӑ пуянлӑх, наци культурипе ӑс-хакӑл еткерлӗхӗн никӗсӗ.

Чӑваш чӗлхи кунӗ пире хамӑршӑн нимрен те ҫывӑх пуплев ҫепӗҫлӗхне туллин туйса киленме май парать кӑна мар, пирӗн хушӑмӑрти туслӑхпа ӑнланулӑха тата пӗр-пӗрне пулӑшас туртӑма та ҫирӗплетет. «Кӗҫӗн тӑванӑрсем умӗнче эсир хӑвӑр парӑмӑра манманшӑн халӑх кӑмӑлӗ сире кирлӗ таран тавӑрӗ. Ан манӑр, ҫакна астуса тӑрӑр! Эсир хӑвӑр халӑхӑрӑн чӗлхине тирӗс тумасан, халӑх кӑмӑлне пӗтӗмпех хӑвӑр аллӑрта тытса тӑрӑр», — тесе каланӑ хӑйӗн Халалӗнче ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗн авторӗ, аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр тата вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев. Ҫав сумлӑ уява эпир сирӗнпе кашни ҫулах вӑл ҫуралнӑ кун, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, паллӑ тӑватпӑр.

«Чӗлхе сывӑ чухне халӑх пӗтмест», — палӑртать халӑх ӑсӗ. Эппин, пирӗн Чӑваш Республики те сып-сывах, малалла та йӗркеллӗн аталанать. Ҫакна тивӗҫтерме эпир хамӑр чӗлхене типтерлӗн упраса аталантарса пырас енӗпе тӑтӑшах тата тимлӗн ӗҫлетпӗр — уйрӑм вӗренӳ программи пурнӑҫланать, ҫӗнӗ вӗрентӳ пособийӗсем ӗҫе кӗреҫҫӗ, чӗлхемӗре республикӑри ача сачӗсемпе шкулсенче тата унӑн тулашӗнче те вӗренеҫҫӗ.

Чӑваш чӗлхи килте кӑна мар, хуласемпе муниципаллӑ округсен урамӗсенче те, театрсемпе музейсенче те, шкулсемпе больницӑсенче те ирӗклӗн янӑрани савӑнтарать.

Мӑн асаттемӗрсен ҫепӗҫ те янӑравлӑ чӗлхи яланах пурӑнтӑр тата тивӗҫлӗн аталантӑр тесе пирӗнтен кашниех хӑйӗнчен мӗн килнине йӑлтах тума тӑрӑшасса шанса тӑратӑп.

Уяв ячӗпе!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Сăнӳкерчӗк glava.cap.ru сайтран. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День чувашского языка