Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Академи сумне çĕклемелле

Ноябрь вӗçӗнче Шупашкарта Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн ҫулталӑкри пухăвӗ иртрӗ.

Академи президенчӗ Евгений Ерагин кăçал тунă  ӗçсемпе паллаштарчӗ, çитӗнӳсемпе палăрнă академиксене наградăсем, хисеплӗ ятсем пани çинчен пӗлтерчӗ. Вӗсен хушшинче академи вице-президенчӗн  Николай Лукьяновăн ятне те асăнчӗ. Вăл Юстици министерствин патшалăх службин Хисеп хутне тивӗçнӗ.

– Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн сумӗ ӳссе пынине пӗлтерет çакă. Академи пайташӗсене патшалăх наградисем илме тăратассине йăлана кӗртмелле, – терӗ çакăн пирки хăйӗн сăмахӗнче академи президиумӗн пайташӗ, халăх академикӗ, Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Александр Семенов. 

Вăл Тутарстанри чăваш тӗпчевçисем тăван тавралăха, чăвашсен Атăлçи Пăлхар патшалăхӗнче пурăннă мăн аслашшӗсен аваллăхне тӗпчес тӗлӗшпе чылай ӗçсем туса ирттернине палăртрӗ. Ку тӗпчевсене çирӗплетес тӗлӗшпе кăлтăксем, йывăрлăхсем, пӗр-пӗрне ăнланманни пулни çинче чарăнса тăчӗ. Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ çумӗнче ăслăлăх канашӗ йӗркелеме, унта аслă вӗренӳ заведенийӗсенчи чăваш-ăсчахсене, çавăн пекех никама пăхăнман ăсчахсене явăçтарма сӗнчӗ. Çакă тӗпчевçӗсен ӗçне тӗрӗслесе тăрассине çӳллӗрех шая çӗклеме пултарассине шаннине палăртрӗ. 

Александр Вражкин Семенов сӗнӗвне ырларӗ, чăваш ăсчахӗсен малашне тачăрах çыхăнса ӗçлемелли çинчен каларӗ, академин биографи справочникӗн иккӗмӗш томне кăларасси пирки ӗçлеме, ВУЗсем ирттерекен мероприятисене хастартарах хутшăнма сӗнчӗ. 

– Пире, таврапӗлӳçӗсене, уйрăмах Чăваш Республикин тулашӗнче пурăнакансене, хӳтӗлевçӗ, ӗçе тӗрӗслесе тăракан кирлех. Чылай чухне хамăр пӗлнӗ пек ӗçлетпӗр. Кашни çулах вуншар кӗнеке кăлараççӗ  тавралăха тӗпчекенсем. Анчах вӗсенчен чылайăшӗ пысăк йăнăшсемпе тухать. Рецензентсем кирлӗ ку енӗпе. Тухакан кӗнекесене академи енчен тӗрӗслесе тăракан, пулăшакан пулсан ӗçсем чылай лайăхланӗччӗç. Рецензентсем пулсан çӗнӗ кӗнекесен статусӗ ӳсӗччӗ. Тӗпчемелли нумай, анчах мӗн тӗпчемеллине те пӗлсе пӗтерейместпӗр. Усăллă канаш паракан çук. Чăвашсен авалхи паттăрӗсем çинчен ытларах çырмалла, вӗсене палăксем лартмалла. Акă, пушкăртсем ку енӗпе ӗçе çӳллӗ шая çӗкленӗ:  Салават Юлаев тата ыттисем çинчен нумай çыраççӗ, палăксем лартаççӗ. Пирӗн те ун пек паттăрсем сахал мар-çке: Пайтул, Некей тата ыттисем. Хăш-пӗр чăвашсем хăйсен паттăрӗсем çинчен нимӗн те пӗлмеççӗ, – терӗ Пушкăртстанран килнӗ академик Аркадий Руссаков.

Лидия Филиппова çыравçă тата журналист ӗç пахалăхне кулленех ӳстерсе пыма кирлине палăртрӗ, пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнă çыравçăсен шăпине тӗпчес тӗлӗшпе ӗçлени çинче чарăнса тăчӗ. 

Пухура тухса калаçнă Земфира Яковлева, Геннадий Васильев, Николай Розов, Эдиссон Патмар, Валерий Салмин тата ыттисем академин кулленхи ӗçне тӗрлӗ енлӗн çутатрӗç.  

Академи ӗçӗсем пирки «Вестник академии» журналта çыраççӗ. Чăваш халăхӗн историйӗнчи паллă кунсене, классиксен юбилейӗсене уявласси йăлана кӗнӗ. Конференцисем, çавра сӗтелсем, ытти мероприятисем çӳллӗ шайра иртеççӗ. Чăваш поэчӗсемпе, çыравçисемпе тачă çыхăнса ӗçлеççӗ академиксем, нумай тухса çӳреççӗ. 

Ӗçре чăрмантаракан сăлтавсем, вак-тӗвек кăлтăксем çинчен те калаçу пычӗ пухура. Кашни çулах пайташсен шучӗ чакса пырать. Уйрăмах пандеми вăхăтӗнче йыш нумай чакнă. Çӗнӗ пайташсем йышăнас тӗлӗшпе çине тăрса ӗçлеме тытăннă. Пухура вунă çынна пӗрлӗхе йышăнчӗç. 

Василий КАРАБАЕВ.

Автор сăнӳкерчӗкĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Краеведение