Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Академикăн кĕнекисене Конгресӑн Аслӑ Пухӑвне хутшӑнакансене парнелĕҫ

Нумаях пулмасть Лев Пантелеймонович Кураков акдемик хăй пурăннă чухне çырса хăварнă «Эпоха разума, гуманизма и чести. Письма сыну» мемуарĕ пичетрен тухнӑ, тесе пӗлтерет Чӑваш Наци Конгресӗн Ӗҫтӑвкомӗ

Кĕнекене мухтавлă академикăн мăшăрĕ Альбина Дмитриевна Куракова тăрăшнипе кун çути кăтартнă. Çак кунсенче Альбина Дмитриевна мемуарăн 120 экземплярне Чăваш наци конгресне парнеленӗ. Хаклă тупрана конгресра ĕçлекенсем юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Раççей ытти регионĕсенчи тата ют çĕршыври чăваш наци-культура автономийĕсен Аслă Пухăва килекен делегачĕсене парнелес шутлă.

Мемуар-кĕнекен содержанийĕ питĕ пуян. Лев Пантелеймонович ăна темиçе çул каялла вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă ывăлĕ, Владимир Львович патне шăрçаланă 15 çыру пек калăпланă. Мемуарта академик хăйĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕплĕн уçса панă. Унта хăш-пĕр паллă политиксемпе общество ĕçченĕсен пурнăçĕ те сăнланнă. Паллах, кӗнекене Лев Кураков çамрăксене, халь пурăнакансене пурнăç çине мĕнлерех пăхмаллине, пурăннă чух хăвăн çинчен ырă ят хăвармаллине ăнлантарас тĕллевпе çырнă пулнă.
Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов тата президиум пайташĕсем Альбина Дмитриевна Кураковăна хаклă парнесемшĕн пысăк тав сăмахĕ калаççĕ, çирĕп сывлăх сунаççĕ.

ЧНК ĕçтăвкомĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев