Академиксем хушăнаççӗ халăх хушшинче
Чăваш наци академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçине Александр Семенова «Халăх академикӗ», таврапӗлӳçӗсен Кама леш енчи уйрăмӗн ертӳçине Евгений Мадурова «Хисеплӗ таврапӗлӳçӗ» ятсене пани çинчен пӗлтерчӗ
Иртнӗ шăматкун Аксу районӗнче иртнӗ Уява ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗ, Чăваш наци академийӗн Тутарстанри ушкăнӗ, Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗ, Аксу районӗн тӗп библиотеки хастар хутшăнчӗç.
Уяв лаптăкӗн пӗр кӗтесӗнче районти библиотекарьсем кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Кунта çӗнӗ кăларăмсемпе, çав шутра классиксен ӗçӗсемпе те, паллашма пулчӗ. Паллах, тӗп вырăнта – чăвашла кӗнекесем. ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗсем Николай Сорокин, Валентин Бурайкин, Андриян Григорьев, Валери Туктар, Геннадий Петров, Виталий Козлов тата ыттисем те хăйсен çӗнӗ кӗнекисемпе паллаштарчӗç. Кунтах таврапӗлӳçӗсен Евгений Мадуровăн, Валентин Макаровăн, Александр Семеновăн, Аркадий Руссаковăн çӗнӗ тӗпчевӗсемпе паллашма пулчӗ.
Уява Шупашкартан Чăваш халăх академикӗсемпе таврапӗлӳçисен 18 çынран тăракан ушкăнӗ килсе çитнӗ. Хăнасене вырăнтисем тараватлă кăмăлпа, хапăл туса кӗтсе илчӗç, хăйсемпе, тӗпчевӗсемпе, хайлавӗсемпе паллаштарма майсем туса пачӗç, районти историлле вырăнсене – Сӗнчел хулашне, Тасату хапхине, Хӗр хулашне тата ытти вырăнсене кăтартрӗç.
Аваллăха юратакансем валли пысăк парне хатӗрленӗ Сӗнчел хулашӗ. «Хура археологсем» алхаснă вырăнта таврапӗлӳçӗсем пăхăртан ăсталанă çаврака пластина тата темиçе япала пайне тупрӗç. Академиксем палăртнă тăрăх, çак япаласем 1982 çулта ку вырăнта çӗр сухаланă вăхăтра тупнă пысăк хурансен пайӗсем пулма пултараççӗ. Çавăнтанпа кунта сухаласси путланса ларнă. Çак хурансенчен пӗри халӗ Шупашкарта, ЧППУ археологи музейӗнче, тепри «Иске Казан» музей-заповедникре упранаççӗ. Тупнă татăксене ăсчахсем тӗпчеме пама пулчӗç.
Чăваш наци академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин вырăнти таврапӗлӳçӗсене тав турӗ, Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçине Александр Семенова «Халăх академикӗ», таврапӗлӳçӗсен Кама леш енчи уйрăмӗн ертӳçине Евгений Мадурова «Хисеплӗ таврапӗлӳçӗ» ятсене пани çинчен пӗлтерчӗ, ӗнентерӳ хучӗсем, хисеплӗ паллăсем пачӗ.
Шупашкартан килнӗ хăнасем, Аксу районӗнчи библиотекăсен ӗçченӗсем ыйтнипе пысăк парне – 300 ытла чăвашла кӗнеке илсе килнӗ. Вӗсене Аксури тӗп библиотекăна пачӗç. Кӗнекесене районти библиотекăсене валеçсе параççӗ. Ку ӗçе малалла та туса пыма палăртнă.
«Сувар» вулакансем лайăх пӗлме тивӗç. Тăван тавралăх аваллăхӗ çинчен çырнă хайлавӗсем унăн хаçатра тăтăшах пичетленсе пыраççӗ. Йывăр чир вырăн çумне пăталанă пулин те вăл кӗнеке хыççăн кӗнеке кăларать, тӗрлӗрен конкурссенче çӗнтерет.
Шупашкартан килнӗ хăнасем районти таврапӗлӳçӗ, МЮД поселокӗнче пурăнакан Ирина Степанова патӗнче килӗнче пулса курчӗç. Ирина Михайловна вӗсене çӗнӗ ӗçӗсемпе паллаштарчӗ, ӗçри йывăрлăхсем çинчен каласа пачӗ. Унăн калавӗсем итлесе ларакан хӗрарăмсене куççульлентерчӗç те. Е.Ерагин И.Степановăна «Чăваш этнокультурин тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ята панă ятпа саламларӗ, ӗнентерӳ хучӗ пачӗ.
Хăнасем Сӗнчелӗнчи шкул çуртӗнче çӗр каçрӗç, тепӗр кунне Пӳлер, Пăлхар, Ульяновск хулисене çул тытрӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев