Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Ах, аннеçӗм, анне» юрă авторӗ паян хăйӗн юбилейне паллă тăвать

Çу уйăхӗ çавра кунсемпе пуян. Майăн 27-мӗшӗнче, халăх юратакан сăвăç тата юрăç Анна Никонорова хăйӗн юбилейне паллă турӗ. Халăхра сарăлнă юратнă юрăсен авторне чăвашсем çепӗççӗн Анна аппа теççӗ.

Анна Никонорова 1952 çулхи çу уйăхӗн 27-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Таккавар ялӗнче çуралнă. 1959 çулта тăван ялти шкула 1-мӗш класа кайнă. Элшелӗнчи вăтам шкултан (1969 çул), Пăвари сутуçăсене хатӗрлекен училищӗрен (1970), Хусанти коопераци техникумӗнчен (1978) вӗренсе тухнă.

Тӗрлӗ çулсенче лавккаçăра, лавкка тата склад заведующийӗсенче вăй хунă. 1981 – 2013 çулсенче Ульяновск облаçӗнче пурăннă. Çуртпа коммуналлă хуçалăх тытăмӗнче тăрăшнă. Вышкă ялӗнчи (Ульяновск районӗ) вăтам шкулта чăваш чӗлхипе культура факультативне ертсе пыни те пулнă. Районта иртекен уявсене хавхаланса хутшăннă. Сцена çине тухма юратнă. Уçă сасăллă пӗртăван Никоноровасене ентешӗсем хуть те хăçан та питӗ ăшшăн йышăннă.

Анна Степановна мӗн ачаранах юрлама юратнă. Пултаруллă хӗрарăм репертуарӗнче пӗтӗм чăвашсем юратакан юрăсем: «Тавах, аннем» (Валентин Урташ), «Ан хумхан, çăкалăх», «Сулико» тата ыттисем.  

1992 çултан пуçласа пӗртăван Никоноровасем Ульяновск хулинчи «Волга» телерадиокомпанин «Еткер» телекăларăмне хутшăнса чăвашсене акăшӗ çырнă юрăсемпе савăнтарнă. 2000 çулта «Ах, аннеçӗм, анне»  юрăшăн Анна Никонорова И.Я.Яковлев премийӗн лауреачӗ пулса тăнă, сумлă наградăна тивӗçнӗ.

Анна Степановнăн пӗрремӗш калавӗ Пăва районӗнчи «Ялав» хаçатра пичетленнӗ.  Ентешӗмӗр «Чун туртăмӗ» (2006 çул) тата  «Чăнлă шывӗ хӗрринче» (2012) кӗнекесен авторӗ. 1967 çултанпа тӗрлӗ чăваш хаçачӗ-журналӗсенче пичетленет. Вулакансене кăсăклантаракан, кăмăла каякан сюжетлă, илемлӗ хайлавсем çырать. Унăн сăввисемпе калавӗсем, юррисем Ульяновскра тухса тăракан «Канаш» хаçатра кун çути курнă, кураççӗ те.  

А.С.Никонорова – Ульяновск облаçӗнчи чăваш çыравçи-сăвăçисен «Шевле» литература пӗрлешӗвӗн пайташӗ.  Тăван тăрăхне пурăнма куçнăранпа пур енӗпе те талантлă хӗрарăм Пăва районӗнчи «Ялав» тата Хусанта тухса тăракан «Сувар» хаçатсенче пичетленет. 2013 çултанпа ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ. Анна Степановна Пăва районӗнчи ЧНКЦ хастарӗ, «Уяв» фольклор ушкăнӗн юрăçи. 

Анна Степановнăна сумлă уявпа саламласа çирӗп сывлăх, малашне те творчествăра пысăк çитӗнӳсем тума сунатпăр, унăн тăван ялне халалласа çырнă сăввипе паллашма сӗнетпӗр. 

 

Елена АЛЕКСЕЕВА.

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

ЙĂМРАЛЛĂ ЯЛĂМ – ТАККАВАР

Лайăхах астăватăп йăмра ӳснине,

Манаяс та çук пуль Кечче çырмине,

Çырма тăршшӗпех вăрман ларнине,

Пӳртрен те çӳллӗ пӗлӗте çитнине.

 

Йыхăратчӗç пире пушă вăхăтсенче

Улăп йăмрасем хăйсен хӳттине – 

Вăйă выляма е юмах итлеме

Пӗрле пухăнсан ачасем, эртелпе. 

 

Вăрçăлла вылятчӗç çулла та хӗлле,

Лайăхчӗ пытанма йăмра хыçӗнче.

Тӗллесе перетчӗç вӗсем пӗр-пӗрне,

Хӳтлӗхӗ шанчăклă, «вăрçă хирӗнче».

 

Йăмра ӳсет вăл шыв хӗррипе,

Шывӗ юхатчӗ çырма тӗпӗнче,

Тăп-тăрă, сивӗ, тăрна куçӗ пек.

Кас-йыша юратчӗ, кӗпе чӳхеме.

 

Чечексем ӳсетчӗç çыран хӗррипе.

Пуç кăшăлӗ çыхатчӗç сарă чечекрен.

Вӗлле хурт сӗрлетчӗ хӗвел питӗнче 

Каçса та çӳренӗ каçма çийӗнчен.

 

Халӗ çук ӗнтӗ пачах, çӗкле, пусăсем.

Йăмрасене каснă, юлнă сурансем,

Тăрă шывӗ тарнă, курнаç хурăнсем,

Юшкăнпа тулнă ешӗл çарансем.

 

Халь ăçта-ши вӗсем, пирӗн юлташсем,

Халал каласа юр юрлакансем, 

Йăвасем çинчен чӗпсем илесле

Йăмрасем çине хăпаракансем.

 

Яла та килмеççӗ. Маннă-ши вӗсем?

Çак йăмраллă касра пур-ха çурчӗсем.

Килсе те курмаççӗ тăван кӗтесе.

«Кайăп-ха»  темешкӗн «ултă теçетке».

 

Эпӗ манаймастăп пулса иртнине.

Çамрăк чух пурăнтăм эп те ют çӗрте.

Халӗ пурнăç тикӗс, пурте пенсире.

Тăван яла улăштармăп нихçан, нимӗнпе.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев