Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ах, юратупа выляма кирлӗ мар

Таса юрату туйăмӗнче улталаннă арçын тарăхнипе аллине çӗçӗ тытать. Урса кайнăскер, тăватă хут чикет вăл хаклăрах сутăнма хăтланнă хӗрарăма.

Ӗнер мар пӗр кун юратакансен кунӗччӗ. Шкулта вӗреннӗ чухне акӑлчан чӗлхи урокӗнче пире хут чӗресем ҫинче юрату сӑмахӗсене ҫырма хушатчӗҫ вӗрентекенсем. Илемлӗ уявччӗ. Эпир ун чухне голубойсем ҫинчен илтмен те. Акӑлчанла ҫырмаллаччӗ хамӑрӑн туйӑмсене. Хӑш хӗре кӑмӑлланине пурте пӗлесрен вӑтанаттӑмӑр тӗрӗссине ҫырма.

Анчах юлашки ҫулсенче хӗрлӗ чӗресен уявӗ "сенкерленнипе" официаллӑ влаҫсем ӑна ют ҫӗршыври тӑшмансен витӗмӗ тесе йышӑнасшӑнах мар. Пирӗн хамӑрӑн юрату кунӗ пур, Медведев пуҫласа хӑварнӑ июлӗн 8-мӗшӗ теҫҫӗ. Авалхи Рим ҫарӗнче салтаксене пӗр-пӗрин ҫине авланма чарнӑ император хушӑвне хирӗҫ кайнӑ Валентин священик ҫавсене имӗш венчете тӑратнӑ. Ун пек хӑтланнӑшӑн ӑна тытса пуҫне каснӑ. Валентина вӗлернӗ кун Анӑҫра юрату кунӗ шутланать.

"Февралӗн 14-мӗшӗ – сунарҫӑсене хӳтӗлекен святуй Трифон кунӗ!" Ӗнер мар пӗр кун ҫакӑн ҫинчен калакан открыткӑсем социаллӑ сетьсенче кӑвар чӗреллисем чухлехчӗ-тӗр. Пӗлтӗр вӗсем сахалтарахчӗ. Аслисем эпир ют та хамӑр ҫӗршывӑн пропаганда машинисем ҫынсемшӗн кӗрешнине сисетпӗр-ха, ачасен мӗн тумалла? Вӗсен февраль хӗвелӗпе пӗрремӗш туйăмсем вăранмаççӗ мар вӗт.

Юратакансен кунӗ Хусанти пӗр хӗрарăмшăн, шел пулин те, вилӗмпе вӗçленнӗ. Вăл Валентин кунӗнче 26-ри каччăпа паллашать. Лешӗ ăна килне хăнана чӗнет. Хваттерте вӗсем хăналанаççӗ, кайран юрату пылакне тутанаççӗ.

Веçех йӗркеллӗ пек. Анчах вырăн çинчен тăрсан хӗрарăм юрату «услугишӗн» укçа ыйтма тытăнать, унсăрăн полицие евитлессипе хăратать.

Таса юрату туйăмӗнче улталаннă арçын тарăхнипе аллине çӗçӗ тытать. Урса кайнăскер, тăватă хут чикет вăл ӳтне укçалла сутма хăтланнă хӗрарăма. Лешӗ сурансенчен вилсе каять.  

Юратура ăнман çынна полицейскисем тытса чарнă. Уголовнăй ӗç пуçарнă. Следстви пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев