Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ахаль ял ачи 29 тытӑҫура 29 хут ҫӗнтернӗ

Никам та ҫӗнтереймен чемпион хаяр спортран каять

Нумай пулмасть Хабиб Нурмагомедов боец ҫӑмӑл виҫере UFC (октагон рингӗнче ҫапӑҫакансен абсолютлӑ чемпионачӗ) чемпионӗн титулне виҫҫӗмӗш хут хӳтӗлерӗ. Дагестан каччи Абу-Дабире Джастин Гейджине парӑнтарчӗ. Унччен Хабибран чемпион пиҫиххине Конор Макгрегор тата Дастин Порье туртса илме хӑтланса пӑхнӑччӗ. Кӑлӑхах. Пурне те хӗнерӗ Дагестан каччи. Хальхинче Нурмагомедов американеца иккӗмӗш раундра урапа пӑвса хускалайми турӗ. Ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн тӗнче чемпионӗ июль уйӑхӗнче коронавирусран вилсе кайнӑ ашшӗне асӑнса куҫҫуль кӑларнӑ тесе ҫыраҫҫӗ журналистсем. Каярах, интервью вӑхӑтӗнче "Ӑмӑрткайӑк" хӑйӗн ҫапӑҫакан карьерине вӗҫлесси пирки пӗлтернӗ. 
"Паян эпӗ ҫак ҫапӑҫу маншӑн юлашки пулнине пӗлтеретӗп. Эпӗ пӗртен-пӗр япала пирки ыйтатӑп – "Виҫе категорине пӑхмасӑр" рейтингри пӗрремӗш вырӑн. Эпӗ ҫакна тивӗҫрӗм, UFC-ра 13 хут, ММА-ра 29 хут мала тухса эпӗ никам ҫӗнтермен чемпион пулса тӑтӑм. Промоушен ертӳҫисене тав тӑватӑп, пурне те пысӑк тав сӑмахӗ калас килет. Эпӗ атте ӗмӗтне пурнӑҫларӑм, титула виҫӗ хут хӳтӗлерӗм. 
Эпӗ ту ҫинчи ахаль ял ачи. Эпӗ планетӑри чи сӳтсе явакан сӑнар пулнине мана каласан, малтан ӗненмерӗм. Ман аттепе пӗрле чемпион пулас килетчӗ. Шухӑша та ҫукчӗ ҫакӑн пекки хулпуҫҫи ҫине йӑтӑнса анасса. Енчен те сирӗн аҫӑр-аннӗрсем пур-тӑк, вӗсемпе юнашар пулӑр. Манӑн анне кӑна юлчӗ. Ман ӑна ытларах тимлӗх уйӑрас килет", – тенӗ чемпион. 

Сӑнӳкерчӗксене телевизортан ӳкерсе илнипе пахалӑхӗ аванах мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев