Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Акрелсем Шупашкартан вырӑн йышӑнмасӑр таврӑнмаҫҫӗ

Хӗл вӗҫленнӗ вӑхӑталла, ҫулсерен, Ҫарӑмсан районӗн делегацийӗ автобус ҫине тиенсе Шупашкаралла ҫул тытать. Ку акрелсем, Чӑваш Республикинчи тӗп хулана пултарулӑхӗсене кӑтартма васкаҫҫӗ

 

Иртнӗ ҫулсенче вӗсем Чӑваш наци радиовӗ йӗркелекен "Иксӗлми ҫӑлкуҫсем" фольклор уявне хутшӑнатчӗҫ пулсан, кӑҫал ЧР Культура министерстви йӗркелекен "Чӑваш ахах-мерченӗ" фольклор фестивальне кайнӑ.
Лидия Квакова ертсе пыракан "Ҫӑлкуҫ" халӑх ансамблӗн сцена ҫинчи пултарулӑхӗ пирки иккӗленекенем ҫук пулӗ, чылай фольклор конкурсӗнче мала тухнӑскерсем, вӗсем юрра-ташӑ кулленхи пурнӑҫа кӗртсе янӑ. Ял хавалӗпе Питрава та питӗ анлӑ уявлаҫҫӗ, Ҫӑварнине те. Салтака каякансен юррисене те яш-кӗрӗм хушшинче пӗлмен ҫын ҫук. Таҫта ҫити илтӗнет акрелсем кӗрлесе юрлани. Купӑс тытса вакка сикменни кӑна.
"Ҫынсене савӑнтарса хамӑр та савӑнатпӑр",– тет нумай пулмасть солист ӗҫне алла илнӗ хӗллехи шывра ӳт-пӗвне пиҫӗхтерекенсен ертӳҫи Михаил Кваков.
Хальхинче акрелсем Шупашкартан II степеньлӗ Диплом илсе таврӑнчӗҫ.
Саламлатпӑр!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Фольклор конкурсӗнче мала тухнӑскерсем "Акрель" ялӗнчен, ҫавӑнпа ялта пурӑнакансене Акрельсем тесе калаҫҫӗ.